Чăваш Республикин наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕнче уйăхсерен чăваш поэчĕсемпе прозаикĕсен кĕнекисене сӳтсе яваççĕ.

Тĕлпулусем ирĕклĕ калаçу мелĕпе çавра сĕтел хушшинче иртеççĕ. Ларусене çыравçăсемпе журналистсем, критиксемпе преподавательсем тата студентсем кăна мар, кирек кам та хутшăнма пултарать. Варкăшçăсене пĕрлештерсе тăраканни – тăван литературăна юратни, сума суни.

Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш наци вулавăшĕнче Ирина Кошкинăн «Уйăх юлташне çăлни» кăларăмне пахаларĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал пичетленсе тухрĕ. Унта çичĕ калав кĕнĕ. Хайлав пуххине вăтам классенче вĕренекенсем валли çырнă пулин те вăл аслисемшĕн те интереслĕ, усăллă пулĕ. Произведенисем ачан чунне ăнланма пулăшаççĕ. Ирина паянхи куншăн çивĕч темăсене хускатать, çĕнĕ ăрăвăн шухăш-кăмăлне ĕненмелле çырса кăтартать, чун туртăмĕсене туять, ыйтусене тарăннăн тĕпчет. Чĕрчунсене юратни те, ăрусен çыхăнăвне, халăхсен туслăхне мала хуни те çывăх прозаика.

Ирина Кошкина пухăннисене çырма мĕн хистени, калавсем еплерех çурални çинчен каласа пачĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухнех унăн йăх-несĕле тĕпчес килнĕ-мĕн. Илемлĕ литература кăларăмĕ пиçсе тухасси çинчен сĕмленмен те ун чухне. «Ольга Леонидовна редактор вăтам классенче вĕренекенсем валли калавсем хайлама сĕнни маншăн пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Вăл ырă суннипе хавхаланса ĕçе пикентĕм. Пĕтĕмĕшле, калавсенчи ĕçсене шухăшласа кăларнă, анчах сăнарсен прототипĕсем пур. Эпĕ чĕрчунсене юрататăп, уйрăмах йытăсемпе лашасене. Çакă кĕнекере те туйăнать. «Уйăх юлташне çăлни» калав çамрăк ачапа лашан хутшăнăвĕсене çутатса парать. «Çăлавçăпа» «Рыжикра» йытăпа кушак мала тухаççĕ. Пĕр калавне Шупашкартан Патăрьелне кайнă чухне автобусра çырса пытăм. Çулĕ вăрăм. Киле çитсен те телефонран хăпмарăм, малалла тăсрăм. Чи çăмăллăн çырăнни – «Эльбрус çывăхĕнчи тĕлпулу». Темиçе çул каялла Эльбрус тăвĕ çинче пулса курнă хыççăн вăл ман чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ те, çавăнтанпа ăна аса илсенех çунат хушăнать», – терĕ автор.

Ольга Федорова кĕнеке редакторĕ алçырупа ĕçленине аса илчĕ. «Ирина чăннипех те пултаруллă, çав хушăрах сăпайлă, пустуй каппайланса çӳремест. Çавăн пек маттур яш-кĕрĕме литература çулĕ çине тăма пулăшас килет. «Уйăх юлташне çăлни» – Иринăн пĕрремĕш кĕнеки. Малтанхи хайлавĕсем «Пирĕшти патне янă çыру», «Куçукпа Хураçка. Потеряшка», «Çул кайăкĕ» коллективлă сборниксенче пичетленчĕç. Кашнинчех вăл хăйне яваплă, тимлĕ автор пек кăтартрĕ. Унпа ĕçлеме питĕ кăмăллă. Асăрхаттарусене шута илет, ыйтнине вăхăтра пурнăçлать. Пĕринче, сăмахран, текст вырнаçманнипе вун икĕ йĕрке кĕскетмеллеччĕ. Кĕскетесси хушса çырассинчен те кăткăсрах. Çапах Ирина çакна калав пахалăхне чакармасăр тума пултарчĕ, – вăрттăнлăхсене уçрĕ Ольга Леонидовна. – Çĕнĕ кăларăм хулăнах мар пулин те вулакан унта хăйне кирлине, кăсăклине тупасса шанас килет. Екатерина Васильева ӳнерçĕ те хуплашкана, шалти ӳкерчĕксене илемлĕ тăвас тесе тăрăшса вăй хучĕ».

«Хыпар» Издательство çурчĕн директор-тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев çыравçă чи малтанах Ирина Кошкинăн пултарулăхĕпе ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсене палăртрĕ. Çамрăк автор унччен «Çамрăксен хаçачĕн» коореспонденчĕ пулнă тăк халĕ – «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмсемшĕн яваплă редакторĕ. Унсăр пуçне кăçал Ирина Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ пулса тăчĕ. «Çакă йăлтах çыравçă-журналист мĕн тери пултаруллине кăтартса парать. «Уйăх юлташне çăлни» кĕнекене киленсе вуларăм. Иринăн прози тирпейлĕ, сăнарлă. Сюжетран пăрăнса кайнă самантсем çук. Çутçанталăка юратни, тĕрлĕ халăх фольклорне пĕлни, наци йăли-йĕркине хисеплени сисĕнет. «Кинеми хыпарĕ» тата «Эльбрус çывăхĕнчи тĕлпулу» калавсем уйрăмах килĕшрĕç мана. Вĕсене вырăсла куçарса литература журналĕсене пама, конкурссене хутшăнма сĕнетĕп», – терĕ Дмитрий Андреевич.

Ольга Австрийская çыравçă та çĕнĕ кĕнекене кăсăкланса вуласа тухнă. «Ирина паянхи çивĕч ыйтусене хускатать. Унăн тематики анлă. «Эстафетăра» ача-пăча пĕр-пĕрне кӳрентерни мала тухать. «Асанне кулачĕ» – аслисене хисеплеме, çăкăра хаклама, ĕçе юратма вĕрентекен калав. «Çăлавçăпа» «Рыжикра» тăватă ураллă туссене – йытăпа кушака – тимлĕх уйăрнă. Çĕр çинче пурăнма çынна те çăмăл мар, чĕрчунсене вара пушшех те. Вĕсен шăпи этем аллинче тесен те йăнăш мар. Ырă хуçа тĕлне лексен юп курса пурăнăн, çук тăк – инкек-синкекĕ йытă-кушака та хĕрхенсе тăмĕ. «Эльбрус çывăхĕнчи тĕлпулу» этемпе çутçанталăка уйрăлми пĕрлĕхре йышăнма хистет. Тĕрлĕ енлĕ, пуян тематикăллă хайлавсем çырма журналист пулни те пулăшнах-тăр Иринăна», – палăртрĕ Ольга Михайловна.

Раиса Воробьева сăвăç Ирина Кошкинăн пултарулăхĕпе тахçантанпах интересленет-мĕн, коллективлă сборниксенче, «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă произведенийĕсене те вуланă. «Уйăх юлташне çăлни» кăларăма та пысăк хак пачĕ Раиса Васильевна, çамрăк авторăн прози ытарлă та сăнарлă пулнине çирĕплетрĕ. Альбина Юрату поэтесса Патăрьел тăрăхĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕ пултаруллă çынсемпе пуян пулнишĕн хăпартланса калаçрĕ. Ара, Ирина та çав ялтанах-çке. Ентешĕпе мухтаннине палăртса, ăна тата та пысăк çитĕнӳсем тума сунса Альбина Васильевна уяв хуçине сăвă пуххи парнелерĕ.

Ирина Кошкинăна çавăн пекех ĕçтешĕсем – Лариса Петрова, Елена Лукина, Ольга Калитова – ăшшăн саламларĕç, ырă сăмахсем каларĕç. Лару питĕ кăмăллă иртрĕ.

Ольга ИВАНОВА

Чăваш кĕнеке издательстви