Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн Çĕнĕ çул умĕнхи тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Юрий Исаевăн «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кăларăмне пахалама пуçтарăнчĕç.

Кăçал çулла Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăскер вулавăшсене çитнĕ ĕнтĕ, пĕрремĕш вулакансем унпа паллашма та ĕлкĕрнĕ. Сăмах май, унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2022 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Хайлав пуххин хăтлавне поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, преподавательсемпе студентсем, Юрий Исаевăн ентешĕсем йышлăн пухăнчĕç. Ларăва Чăваш наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕ Ольга Тимофеева ертсе пычĕ. Юрий Николаевич «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кĕнеке еплерех çурални çинчен каласа пачĕ. Хайлавсене хăй аллă çул тултарнă тĕле иртнĕ çулсем çине çаврăнса пăхса, ачалăхпа яшлăха аса илсе, хăйне евĕрлĕ пĕтĕмлетсе çырма шутланă-мĕн. Кăларăмри произведенисем пурнăç пулăмĕсене çутатаççĕ, туслăхпа юрату, ырăпа усал ыйтăвĕсене тишкереççĕ, ĕçе тата çутçанталăка юратма, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентеççĕ. Пĕрремĕш пайне калавсем кĕнĕ. Унти геройсем пурнăç тути-масине ĕçре туптанса, туслăхпа хавхаланса туйма хăнăхаççĕ, чунпа тата ăс-тăнпа çирĕпленеççĕ. Хайлав пуххин иккĕмĕш пайĕнче – асаилӳ тĕрленчĕкĕсем, вĕсем ачалăхри асамлă самантсене, паянхи пурнăç енĕсене сăнарлаççĕ. Унти геройсем – авторпа пĕр ял çыннисем, унăн тăванĕсем, тусĕсем.

Тӗплӗнрех