Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче савӑнӑҫлӑ та ӑшӑ лару-тӑрура Любовь Фёдоровӑн «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» кӗнекине пахаларӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӑвӑсемсӗр пуҫне юптарусем, сӑвӑлла юмахсем, такмаксем кун ҫути курнӑ. Поэзи каҫне тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, тӑванӗсем, ентешӗсем, юлташӗсем, библиотека ӗҫченӗсем тата И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Любовь Михайловна Фёдорова – поэт, вӗрентекен, Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫӑсен союзӗн членӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ. Вӑл «Йӳҫӗ пыл», «Анне пилӗ», «Ала витӗр», «Ҫичӗ хӗлӗхлӗ тӗнче», «Пӗлӳ ҫӑкӑр ыйтмасть» тата ытти кӗнекесен авторӗ.

Уяв пуҫламӑшӗнче автор хӑй ҫинчен каласа пачӗ. Сӑвӑ ҫырас туртӑмӗ унӑн аслӑ классенче вӗреннӗ вӑхӑтрах туптаннӑ иккен. Чи пирвайхи «Чӑваш хӗрарӑмӗ» ятлӑ сӑвви Елчӗк районӗн хаҫатӗнче пичетленнӗ. Пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне аталантарма университетри «Ҫилҫунат» литература пӗрлешӗвӗ нумай пулӑшнине  палӑртрӗ ҫыравҫӑ.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор Виталий Родионов университетра Любовь Фёдоровӑпа пӗрле вӗреннӗ ҫулсене аса илчӗ. Поэтессӑн пултарулӑхне тишкернӗ май литература тӗпчевҫи асӑрхаттарса  пӗр кӗнекенех тӗрлӗ вӑхӑтри ҫынсем валли хайлавсем кӗртмелле юраманни ҫинчен каларӗ. Юптарусене, юмахсене, такмаксене уйрӑм кӗнекене кӗртсен аван пулассине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл кӑмӑла кайнӑ сӑвӑ йӗркисем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова та Любовь Фёдоровӑн поэзийӗнчи ырӑ енӗсене палӑртнипе пӗрлех малашлӑх валли ырӑ сӗнӳсем те пачӗ.

Марина Карягина поэт, тележурналист ача чухнех Любовь Фёдоровӑн хайлавӗсене юратса вуланине асӑнчӗ, вӗсем уншӑн чун апачӗ пекех пулине палӑртрӗ.

Ҫаван пекех кӗнеке хӑтлавне пухӑннӑ Лидия Ковалюк, Раиса Воробьёва, Нина Артемьева, Лидия Сарине, Галина Кӗмӗл ҫыравӑсем; Ирина Диарова, Марина Вакку, Нина Леонтьева, Валентина Лисицына вӗрентекенсем Любовь Фёдоровӑн сӑввисене вуларӗҫ, автора ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ ятпа саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗҫ. Паллах, кашниех хӑй шухӑшне тӗрлӗрен пӗлтерчӗ. Вӗсем «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» вулакана савӑнтаракан, пурӑнма хавхалантаракан усӑллӑ кӗнеке пуласса, хӑй вулаканне тупасса шаннине палӑртрӗҫ.

Поэзи каҫӗнче куракансене Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ гимназире пӗлӳ пухакан Анастасия Петрова тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн колледжӗнче ташӑ ӑсталӑхне вӗренекен студентка Виктория Леонтьева хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.