Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем 2024 ҫулта пӗрремӗш ларӑвне пуҫтарӑнӗҫ. Хальхинче Александр Трофимовӑн «Тепре куриччен!» кӗнекине сӳтсе явӗҫ. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче 2023 ҫулта пичетленсе тухнӑ, унта повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова, ӳнерҫи Анна Никонорова.

Александр Петрович чылай ҫул Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи шкулсенче учительте вӑй хунӑ. Ҫавӑн пекех районти вӗрентӳ пайӗн ӗртӳҫи пулса та ӗҫленӗ. Ҫырас ӑсталӑха ҫыравҫӑ ҫамрӑклах тытӑннӑ. Статьясемпе очерксем, калавсемпе повеҫсем, сӑвӑсемпе поэмӑсем ҫырать. Ҫыравҫӑ куҫару ӗҫӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, чӑвашларан вырӑсла, вырӑслан чӑвашла куҫарать. Вӑл М. Ломоносов, Н. Карамзин, Г. Державин, Ф. Тютчев, А. Пушкин, М. Лермонтов, А. Кольцов тата ытти вырӑс поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарса «Эх, ҫил ҫунатсем» (2013), «Ҫӗнтерӳ янравӗ» (2022) кӗнекесенче пичетлесе кӑларчӗ.

Таврапӗлӳ тӗпчевӗсем те чылай Александр Петровичӑн: «Чутай Турханӗ: литература тата историллӗ очерксем, аса илӳсем» (2014), «Хура Карила йӑхӗ (Вороновсем)» (2015), «Турхан шкулӗ: очерксем» (2017), «И они защищали Родину: документальные очерки» (2017) тата ыт.те.

Александр Трофимов – ҫирӗме яхӑн кӗнеке авторӗ: «Юратупа тулать чӗре», (2009), «Ҫунатсӑр кӑвакарчӑн» (2009), «Утӑм: сӑвӑлла роман» (2018), «Сӑр ҫинчи шурӑмпуҫ» (2000), «Шухӑшӑм-ҫунатӑм» (2018) тата ытти хайлавсем. Унӑн ӗҫӗсем час-часах район хаҫатӗнче, республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналсенче пичетленсе пыраҫҫӗ.

Уявра Александр Трофимовӑн «Тепре куриччен!» кӗнекипе тата ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр. Чӑваш литературине кӑмӑллакансене «Варкӑш» клуба йыхравлатпӑр!

Кӗнеке хӑтлавӗ 137 пӳлӗмре 18 сехетре пуҫланать.

Сире хапӑл туса кӗтетпӗр!