Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш писателӗн, журналисчӗн, куҫаруҫин, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Николай Максимовӑн 80 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Мероприятие ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, библиотека ӗҫченӗсем, вулакансем, юлташӗсем, ентешӗсем, вӗрентекенсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш  патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Уява Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Ольга Куликова уҫрӗ. Вӑл ҫыравҫӑн пултарулӑхӗ чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. литературӑри ӳсӗмсемшӗн Николай Николаевича Раҫҫей писателӗсен Союзӗн Василий Шукшин ячӗллӗ ылтӑн медальне парса чысларӗ.

Чи малтанах Николай Максимов хӑй ҫинчен каласа пачӗ, хайлавсене мӗнле ҫырнин историйӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пурнӑҫра тӗл пулнӑ интереслӗ самантсене аса илчӗ.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш  патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ Николай Осипов ҫыравҫӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗ. «Пултаруллӑ романист чӑваш аваллӑхне, самана сывлӑшне халӑх патне ҫитерессишӗн ырми-канми тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне ҫыравҫӑ геройсен психологине, шухӑшлавне витӗр курма пӗлет. Хайлавӗсем ҫӑмӑллӑн вуланаҫҫӗ, чӗлхи илемлӗ те ҫыпӑҫуллӑ», – тесе палӑртрӗ литература тӗпчевҫи. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Василий Пушкин та ҫыравҫӑ пултарулӑхӗ анлӑ та нумай енлӗ пулнине асӑнса хӑварчӗ. Вӑл унӑн публицистикӑри, журналистикӑри ӑсталӑхне, литературӑри ӑс-хакӑллӑхне ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ. Галина Матвеева журналист, ҫыравҫӑ Николай Максимовӑн «Пӗччен хӗрарӑм» чи пӗрремӗш калавӗ Чӑваш литературин антологине кӗме тивӗҫлӗ пулни хӑйех писательшӗн пысӑк ҫитӗнӳ иккенне каларӗ. Хайлавӗсенче ҫыравҫӑ уйрӑм пайрӑмсем (детальсем) урлӑ геройсен калаҫӑвне, тыткаларӑшне витӗмлӗ те ӑста уҫса пама, илемлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курма пӗлнине асӑнса хӑварчӗ. Василий Кервен поэт, журналист та ӗҫтешӗпе пӗрле ӗҫленӗ ырӑ вӑхӑтсене аса илчӗ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Николай Максимовӑн «Майра патша парни» тата «Шурӑ акӑш тӗкӗ» романӗсен редакторӗ пулнине пӗлтерчӗ.

Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Борис Чиндыков, Арсений Тарасов, Людмила Сачкова, Марина Карягина, Лидия Филиппова, Геннадий Максимов, Нина Артемьева, Лидия Ковалюк, Юрий Сан ҫыравҫӑсем, Канашсен ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тарасов, Митта фончӗн ертӳҫи Илле Иванов, Чӑваш Республикин пукане театрӗн артисчӗ Геннадий Кириллов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Геронтий Никифоров тата уява хутшӑнакансем пурте Николай Николаевич пултарулӑхне пысӑк хак пачӗҫ, унӑн романӗсем Европа шайне ҫитме пултарнишӗн хӗпӗртенине пӗлтерчӗҫ, юбиляр ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, пултаруллӑ калем ӑстине ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, вӑй-хӑват, хавхалану сунчӗҫ. Николай Максимов уява ырӑ сунса килекенсене пурне те тав турӗ.

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пыракан «Эткер» фольклор ушкӑнӗ илемлӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗ, куракансен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклерӗ. Николай Максимов пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке выставки тата ҫемье альбомӗнчи сӑн ӳкерчӗксем литература каҫне илем кӳчӗҫ.