Written on Сен, 17, 2024
by admint
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Елена Аксупин (Елена Геннадиевна Алексеевӑн) «Пилеш куҫҫулӗ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. «Пилеш куҫҫулӗ» хайлав пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Фёдорова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева. Кӗнекене вунтӑватӑ калав кӗнӗ.…
Written on Сен, 11, 2024
by admint
Поэзине юратакансем авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекин «Весь Ваш А.П.» илемлӗ куравӑн хӑтлӑ залне «Асрах асамӗ ҫав самантӑн…» кӗнекене пахалама пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна вырӑссен аслӑ поэчӗ Александр Пушкин ҫуралнӑранпа кӑҫал 225 ҫул ҫитнине халалланӑ. Сборник Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхепе вырӑсла тата…
Written on Июн, 06, 2024
by admint
Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Хальхи чӑваш прозин сӑн-сӑпачӗ (2000-2020)» лекци иртет, ӑна онлайн итлеме пулать. Калаҫаканӗ – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова. Мӗнлерех-ши паян литературӑн вырӑнӗпе пӗлтерешӗ? Хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсем мӗнле темӑсемпе…
Written on Май, 30, 2024
by admint
Çуркунне пĕтĕм çут тĕнче вăранать, йывăç-курăк чĕрĕлет. Этем чĕринче тĕлĕрекен-тĕлкĕшекен ĕмĕт-шанăç та çĕнĕрен йăл илет. Хĕвел хĕртсе пăхнă, тавралла кайăксем чĕвĕлтетнĕ чухне тунсăхлă çӳреме йывăртарах, кирлĕ те мар. Çу уйăхĕнчи çакăн пек илемлĕ кунсенчен пĕринче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем Чăваш Республикин Наци библиотекине…
Written on Май, 17, 2024
by admint
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Коллективлӑ сборнике пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Фёдорова, редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Унта сакӑр прозаикӑн калавӗсемпе повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсен…
Written on Апр, 25, 2024
by admint
Чӑваш халӑхӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри – Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса килет. Ҫак куна паллӑ тума Чӑваш Республикин Наци библиотеки тулли те анлӑ программа хатӗрлерӗ. Программа Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тимофей Матвеев ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑваш чӗлхин классикӗн пурнӑҫ ҫулӗ тата ӑслӑлӑх…
Written on Апр, 18, 2024
by admint
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем «Сцена ҫинче те – пурнӑҫ» кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑнӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Галина Антонова, хуплашкине ӳкерекенӗ – Дмитрий Литаврин. Пьесӑсен пуххине Арсений Тарасовӑн «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей», Николай…
Written on Апр, 17, 2024
by admint
Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Музыка фольклорисчĕ тата учитель Петр Пазухин» (çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май) темăпа «ҫавра сĕтел» иртрĕ. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн фольклористика секцийĕпе библиотекăн наци литературипе библиографи пайĕ пĕрле йĕркеленĕ. Тӗплӗнрех
Written on Апр, 01, 2024
by admint
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тӗлпулӑвӗ ытти чухнехинчен урӑхларах форматпа иртрӗ. Вулавӑшӑн акт залне поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, студентсемпе чӑваш литературине юратакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗллевӗ пурин те пӗрре – Владимир Левукова «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ…
Written on Мар, 25, 2024
by admint
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Чӑваш ача-пӑча литератури» онлайн-лекци иртет. Калаҫаканӗ – филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев. Ача-пӑча литератури – чӑваш литературин пӗр пайӗ. Ӑна литература тӗпчевҫи XX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче туллин тӗпчеме тытӑннӑ. Пуян материал пухса вӑл «Чӑваш ача-пӑча литератури» монографи…