Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Бараев-Серкке Владимир Васильевич

Владимир Бараев

Пĕтмен çыру

(Сыпăк)

Ман шухăшсем чăнах нумайччĕ,
Тем те тăвас тесеттĕм эп.
Емĕтĕме тăшман путарчĕ,
Унпа вăрçма васкарăм эп.

Унта темле этем хаяррăн
Хĕç вылятса вăрçать тесен;
"Ман Тимĕр мар-ши?" – тесе хур эс,
Вĕри чуна аса илсе.

Тен, вăл эпех пулма пултарăп,
Чĕрем çапла хушать, анне.
Хăшĕ паян мана ăнланмĕç,
Ыран ăнкартĕç эп камне.

1942

Бараев, В. Пĕтмен çыру : [сăвă] / Владимир Бараев // Паттăрлăх кунĕсем : сăвăсемпе поэмăсем. – Шупашкар, 1995. – С. 15.