Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Бараев-Серкке Владимир Васильевич

Владимир Бараев

Çапăçу хирĕ

Салам çине салам, темиçе пин хут салам, Стихванăм! Сана чи малтанах эпĕ парти ĕретне кĕни çинчен хĕпĕртесе пĕлтерем! Юнпа илнĕ партбилет çине çыпăçтарма касăлса пĕтнĕ сăнăма ÿкерсе кайрĕç. Хĕпĕрте! Парти пухăвĕнче малашнехи ĕçсемшĕн иксĕмĕр партбилет çĕклĕпĕр, пĕлме çук, тен, Сталин докладне те вăрçă хыççăнхи съездра куçкĕретĕнех итлеме тивĕ. Ку сăмаха çырнăшăн хăшпĕри кулма та пăхĕ, анчах вутри этем умĕнче темиçе пин мехел пур, эпĕ ытларах çитĕнме те шанчăка çухатман. Тăван анне-çĕршывшăн пыракан таса вăрçăра коммунист-командир пулса çапăçни, май шутпа, ниепле те палăрмасăр юлас япала мар. Эпĕ хамăн шухă пурнăçăн чăн та ответлă тапхăрне куçрăм. Çакăншăн ăслă юлташăмсем, таса чĕреллĕ юлташăмсем савăнмĕç тесе ниепле те калама пултараймастăп. Сана пĕр-ик сăмахпа та пулин каласах пулать ĕнтĕ: эпир тĕнчери лару-тăрăва (хамăр çĕршывăн малашлăхĕ тĕлĕшпе) пĕтĕмпех улăштарма хускалтăмăр. Пĕр самант хушшинче темиçе пиншер орудирен, шутсăр минометсенчен, пĕтĕм хĕçпăшалран пĕр залп кĕрлесе кайрĕ. Сывлăшри минă-снарядсем пиншер вĕриçĕлен ушкăнĕ пек чашкăрса шăхăраççĕ, тăшман йышăннă фронт метр хулăнăш металпа витĕнет; унта, тен, сакăр çул хушши курăк та шăтас çук; ыткăнатпăр малран та мала, тăшман çулне тата унăн пĕтĕм çарне турама!

Румынсем пирĕн енне куçсан чи малтанах çăкăр ыйтаççĕ...

Çак кунсенче сывă юлăп-и, çук-и – паллă мар. Ан-чах халь тин вилсен те хăрамастăп, эпĕ тăван анне-çĕршыва хура тăшман çарĕнчен сыхласа çапăçса вилнĕ коммунист-командир. Ывăлăм мухтантăр ман ятăмпа, çитĕнтерĕр ăна, çын тăвăр.

Кăшлам хырман çăмламас янахун шăммине.

17.XI. 42 ç.

Владимир

Бараев, В. Çапăçу хирĕ // Бараев, В. Сÿнми хĕлхем / Владимир Бараев. – Шупашкар, 1961. – С. 201-202.