Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ухсай Яков Гаврилович
Яков Ухсай

* * *

Асап сахал-и пирĕн çул çинче:
Кĕрхи йĕпĕ-сапа, кăрлач сивви те...
Çÿретĕп эпĕ вăрçă хирĕнче
Тăхланлă çумăр витĕр, вилĕм витĕр.

Çап-çамрăк чăрсăр хамăн пурнăçа
Вута чиксе хĕç пек эп туптăп харсăр.
Кунта татти-сыпписĕр вăрçă-харçă
Кĕрлет кăвар чĕлхепе калаçса.

Çÿретĕп эп окоплă та мăянлă
Курск хирĕнче – кĕрлет йĕри-тавра
Хаваслă шăпчăксен юрри янравлă.

Тар шăршинче те тĕтĕмре, шавра
Çÿренĕ майăн кĕнеке çыратăп,
Ăна хам атă кунчинче усратăп.

1943.

Ухсай, Я. "Асап сахал-и пирĕн çул çинче…" : [сăвă] / Яков Ухсай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 212 ; çавах // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 3.