Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ухсай Яков Гаврилович
Яков Ухсай

* * *

Тĕнче шăпланчĕ, иртрĕ юн шăрши,
Тăхлан та, тар та халĕ сивĕ.
Мухтав сана, çĕршывăмçăм, çĕршыв,
Хăюлăхпа телей çĕршывĕ.

Такан кĕлеллĕ аттăн тусанне
Чÿхерĕ Эльба, çурĕ Висла.
Дунай çинче те хамăр сăнсене
Курса тăрса эпир шыв ăснă.

Шинеллĕ ачусем ăçта кăна
Пулмарĕç-ши, Тăван çĕршывăм?
Курман-и хĕрлĕ çăлтăрлă çынна
Сар чул çыранлă Одер шывĕ?

Шывне ĕçетпĕр каскăпа ăсса,
Ура усса пăхса ларатпăр,
Çеçенхирти пек çивчĕ шăхăрса
Лашасене те шăваратпăр.

Уяр июнĕн кăн-кăвак ирне
Вăратнă кĕрлеве кам манĕ?
Тăри юрриллĕ ешĕл хирсене
Çăтас пек тапăнчĕ Германи.

Чĕтрерĕ çĕр те сывлăш çавă кун,
Хăпарчĕ вут та, сикрĕ çулăм,
Шыва та юн, çĕре те юхрĕ юн,
Тумларĕ халăхăн куççулĕ.

ÿлерĕ иртĕнсе вĕри тăхлан,
Татти-сыпписĕр çурĕ хурçă,
Масарĕсем вăрман пек пулнăран
Тăшман сайралчĕ, хытă урчĕ.

Пире таптасшăн ÿхĕрчĕç куллен
Танксем çĕршер-пиншер те мар-и?
Анчах та пирĕн пысăк чĕререн
Вăйли пĕрре те тупăнмарĕ.

Усал тăшман пире хиресшĕнччĕ,
Анчах та тухрĕ тепĕр майăн:
Эпир çÿретпĕр Одер хĕрринче
Тĕрлĕ чĕлхеллĕ те нумаййăн.

Çыранĕ çÿллĕ, шывĕ тап-таса,
Салтак таптанă çулĕ такăр.
Лашасене килти пек шăхăрса
Юрланă майăн шăваратпăр.

Унта тăван чĕлхемĕн сассине
Хутран-ситрен илтетĕп эпĕ:
Совет çĕршывĕн аслă мухтавне
Кĕрсе кĕрлет чăвашăн чапĕ.

1945.

Ухсай, Я. "Тĕнче шăпланчĕ, иртрĕ юн шăрши …" : [сăвă] / Яков Ухсай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 213-214.