Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ухсай Яков Гаврилович
Яков Ухсай

* * *

Вăрçă кăварĕ витĕр вăркăнатăп.
Мана шыранă пек шилет тăхлан.
Анчах та эсĕ пĕр сехет кăна та
Тухмарăн, савнă тусăм, асăмран.

Сана курма паян çул çук, тăванăм.
Ман çулăм вут та çулăм ăшĕнче,
Ăна снаряд та бомба чаваланă,
Юлташăмсен чĕр юнĕ ун çинче.

Вăрçă уй-хирĕнче ем-ешĕл курăк
Шăтса ÿссессĕн, эпĕ таврăнăп,
Ирхи хĕвел хĕлхемĕ витĕр курăп
Çăра çаранлă хамăн таврана.

Пĕр утăм та тăрса юлмасăр вилĕм
Çÿрет, пăхать вăл ман çине.
Тен, килĕ вăл, вара мана хам килĕм
Кĕтсе уçаймĕ сăрлă хапхине.

Анчах, çĕре кĕрсен, ман ятăм юлĕ
Кăвар чĕлхеллĕ халăх асĕнче,
Мана аса илен юмах та пулĕ,
Чăваш юрри шăранĕ ман çинчен.

Сăпка юррисенче ман юлĕ ятăм.
Вăл йыхăрĕ хăюллăн çапăçма,
Мĕншĕн тесен çĕршывшăн эпĕ патăм
Вĕри вăя, хăватлă юнăма.

1943.

Ухсай, Я. "Вăрçă кăварĕ витĕр вăркăнатăп…" : [сăвă] / Яков Ухсай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 211 ; çавах // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 37.