Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ухсай Яков Гаврилович
Яков Ухсай

* * *

Симĕс пĕлĕте витсе, хаяррăн
Кĕрлесе самолетсем
Бомба тăкнă чух тăпра мăнтарăн
Ĕсĕкленĕ евĕр чĕтресен,

Кăвакарнă Белгород вăрманĕ
Минăпа снарядăн вутĕнче
Макăрса шавланă чух суранĕ
Ыратсан çурхи чечен тĕнчен,

Нÿрлĕ шурлăхран тухса хуркайăк
Пирĕн окопсем çинчен иртсен,
Пĕр самант сасартăк çутçанталăк
Лăплансан, таса çилсем вĕрсен,

Вилĕме манса, куккук чиперрĕн
Çывăхри пĕр çирĕк тăрринче
Авăтса ярсан, ăна итлерĕм,
Хĕпĕртерĕм эпĕ нумайччен.

Пурăнма юратнă харсăр кайăк
Тĕтĕмрен, юнран та кăвартан
Хăрамасăр кĕвĕленĕ майăн
Савăнса юрлассăм килчĕ ман.

1943.

Ухсай, Я. "Симĕс пĕлĕте витсе, хаяррăн…" : [сăвă] / Яков Ухсай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 212.