Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ухсай Яков Гаврилович
Яков Ухсай

* * *

Карти-карти кикак-кикак хуркайăк
Кĕлленнĕ Белгород çинче, çÿлте,
Йĕре-йĕре вырăн шыранă майăн
Пăхатăп тĕтĕм витнĕ пĕлĕте.

Çунса ĕнес пек манăн чĕреме
Чĕнетĕн, катари Чăваш çĕршывĕ.
Кунти çырма чÿхерĕ пĕвĕме.
Хăнасене чÿхетĕр Атăл шывĕ!

Тухатăп эпĕ нÿрлĕ окопран,
Хуркайăксем, сире пăхса тăратăп.
Тупа туса калатăп кăмăлтан:

Кăваккăн-симĕссĕн хумханĕ Атăл,
Кĕрлĕ куккуклă, шăпчăклă вăрман,
Унта çÿреймĕ иртĕхсе тăшман!

1943.

Ухсай, Я. "Карти-карти кикак-кикак хуркайăк…" : [сăвă] / Яков Ухсай // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 39.