«Чӑваш кӗнеки» центр пурнӑҫласа пыракан тӗп ӗҫсем:
— наци докуменчӗсене туллин пуҫтарасси, шута илесси, упраса хӑварасси тата вулакансем патне ҫитересси;
— наци библиографийӗн репертуарне тӑвасси, нацин информаци ресурсӗсемпе библиотекӑпа усӑ куракансене пӗтӗм енчен туллин тивӗҫтересси;
— «Чӑваш кӗнеки» пӗрлештернӗ каталог-репертуар тӑвасси;
— наци библиографийӗн пособийӗсене хатӗрлесе кӑларасси;
— Чӑваш Ен историйӗпе, ҫут-ҫанталӑкӗпе, экономикипе, социаллӑ пурнӑҫӗпе, наукипе тата техникипе, культура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ пӗтӗм документсене тишкерсе автоматизациленӗ электронлӑ базӑсем йӗркелесси;
— Чӑваш Республикин Наци библиотекин электронлӑ библиотекине йӗркелесси.

Кӗнекесемпе хаҫат-журналсен фондчӗ
Пайра 50 пин ытла кӗнеке упранать. Кашни ҫулах вӑтамран 1000 кӑларӑм хушӑнса пырать, ҫав шутра чӑвашла тухнисем – 300-400 экз. Унсӑр пуҫне ҫулсерен 300 ытла хаҫат-журнал килсе тӑрать.
Таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ сайра хутра тӗл пулакан тата хаклӑ кӑларӑмсен коллекцийӗ паллӑ вырӑн йышӑнать. Вӗсен шутӗнче – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн И. Я. Яковлевӑн, чӑваш халӑх историпе культурине тӗпчекенсен Н. В. Золотницкийӗн, Н. И. Ашмаринӑн, Н. В. Никольскийӗн пурӑннӑ чухнехи кӑларӑмӗсем, пӗрремӗш чӑваш кӗнеки «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» (1769), чӑвашсен пӗрремӗш журналӗсем «Ана» тата «Сунтал», пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» т. ыт. те.

Информаци ресурсӗсем:
— алфавит каталогӗ;
— системӑллӑ каталог;
— республикӑн пичет летопиҫӗ;
— «Чӑваш кӗнеки: 1961–2000 ҫҫ.» пӗрлештернӗ каталог-репертуар;
— кунсерен килсе пыракан кӑларӑмсен электронлӑ каталогӗ.
«Чӑваш кӗнеки: 1961–2000 ҫҫ.» каталогра республикӑра тата Раҫҫей регионӗсенче асӑннӑ тапхӑрта чӑвашла пичетленнӗ кӗнекесемпе брошюрӑсене шута илнӗ. Чӑвашла кун ҫути курнӑ 2144 кӑларӑм ҫӗршыври 11 библиотекӑра упрананнине тупса палӑртнӑ: Раҫҫей наци библиотеки, Раҫҫей патшалӑх библиотеки, Чăваш, Тутар, Пушкӑрт Республикисенчи наци библиотекисем тата ыт. те.

«Чувашика» электронлӑ каталог
Каталогра чӑваш халӑх историйӗпе, Чӑваш Ен ҫут-ҫанталӑкӗпе, экономикипе, социаллӑ пурнӑҫӗпе, наукипе тата техникипе, культура аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ статьясене тупма пулать. Хӑш-пӗр статьясен тулли тексчӗпе паллашма май пур. Каталог 1999-мӗш ҫултанпа йӗркеленсе пырать.

Наци электронлӑ библиотеки
Электронлă документсен пуххи – библиотека фончĕн пĕр пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Кунта чăваш халăх культурипе ăслăлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ таврапĕлÿ ĕçĕсене, хаклă тата сайра тĕл пулакан чăваш тата вырăс чĕлхипе çырнă кĕнекесене, чăваш тата тĕнче культури аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнакан ӗҫсене кӗртнӗ. Паянхи кун тĕлне нацин электронлă библиотекинче 29 пин ытла документ вырӑн тупнӑ.

Наци электронлӑ библиотекин тытӑмӗнче:

Электронлӑ каталог
Наци библиотекин электоронлӑ каталогӗнче библиотекӑра пур кашни документ ҫинчен библиографи информацийӗ пур, ҫавӑн пекех кунта республикӑри библиотекӑсен пӗрлештернӗ ресурсӗсем ҫинчен те информаци вырӑн тупнӑ.

Электронлӑ кӑларӑмсем
— республикӑра тухнӑ кӗнекесен, хаҫат-журналсен электронлӑ версийӗсем (вӗсемпе библиотекӑра ҫеҫ усӑ курма пулать);
— Наци библиотекин фондӗнчи документсен электронлӑ копийӗсем. Коллекцире чăваш халăх культурипе ăслăлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ ӗҫсем, сайра тӗл пулакан, иртнӗ ӗмӗрсенче тухнӑ кӗнекесем, историпе паянхи куна ҫутатса паракан документсем, ҫав шутра чӑвашла тата вырӑсла тухнисем те;
— тӗрлӗ учрежденисемпе организацисем хатӗрлесе кӑларнӑ электронлӑ кӑларӑмсем;
— Наци библиотеки хатӗрлесе кӑларнӑ кӑларӑмсем.

Электронлӑ библиотекӑна кӗртнӗ ӗҫсен хронологи рамки ҫук. Вӗсемпе библиотекӑра е Интернет урлӑ паллашма пулать.

Паллӑ кунсен календарӗ «Календарь года = Ҫулталӑк кӗнеки»
Электронлӑ базӑра тӑван ен историне, унӑн политикипе хуҫалӑх тата культура пурнӑҫне уҫса пама пултаракан тата ытти пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ паллӑ та асӑмлӑ датӑсем вырӑн тупнӑ. Кунта уйрӑм предприяти, учреждени, организаци тата чӑваш литературине, культурине, искусствине, наукӑпа техникине аталантарас ӗҫре тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ ҫынсем ҫинчен справкӑсем пур. Кашни событи е паллӑ ҫын ҫинчен ҫырнӑ литература списокне панӑ. Паянхи куна ҫак электронлӑ базӑра пилӗк пине яхӑн справка.
— «Раҫҫей патшалӑх библиотеки: чӑвашла тухнӑ кӗнекесем» CD-ROM;
— «Консультант Плюс. Чӑваш законодательстви» справкӑпа шырав системи.

Виртуаллӑ куравсем

Виртуаллӑ куравсем Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, хайлавӗсемпе паллаштатараҫҫӗ. Тӗплӗнрех →

Чӑваш Ен литература картти

«Чӑваш Ен литература картти» проект литература пурнӑҫӗнчи пулӑмсемпе паллаштарать. Унӑн тӗллевӗ – вулакансене чӑваш литературин паянхи пуян та нумай енлӗ пурнӑҫне кӑтартса парасси, наци литературин чи лайӑх кӗнекисене вулакан патне ҫитересси тата ҫынсене вулама хавхалантарасси. Тӗплӗнрех →

Чӑваш Енӗн культура эткерӗ

Парталта чӑваш халӑх историйӗ, культури, йӑла-йӗрки, паллӑ ҫыннисем ҫинчен информации вырӑн тупнӑ. Тӗплӗнрех →

Библиографи кӑларӑмӗсем

«Чӑваш литературипе критики:1990-2010 ҫҫ.» (2014)
Кӑларӑма 400 яхăн чӑваш ҫыравҫин ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса панă литературӑна кӗртнӗ. Çавӑн пекех кунта тӑван литературӑн, литература тӗпчевӗн историйӗпе теорийӗн аталанӑвӗн тӗп енӗсемпе те паллашма пулать.
Электронлӑ кӑларӑмсем →

Проектсемпе акцисем:

«Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» (2015-2016)
Наци литературин чи лайӑх хайлавӗсене халӑхра сарас тӗллевпе йĕркеленĕ. Интернет-сасӑлава тата хайлавсене пахалас ĕҫе 2000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Акци пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 100 чӑваш ҫывравҫин кӗнекисенчен тăракан электрон коллекци хатӗрленӗ. Тӗплӗнрех →

«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнеке» (кашни ҫулах иртет) республикӑри акци-конкурс. Ҫулталӑк хушшинче чӑвашла тата вырӑсла пичетленсе тухнӑ илемлӗ хайлавсенчен чи нумай вуланакан кӗнекесене тӗрлӗ номинацисемпе палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн чыслаҫҫӗ.
«Чӑваш Ен литератури: 2016 ҫулхи чи лайӑх вулакан кӗнеке» конкурс

«Нарспие» вулатпӑр» проект (2015) – тӗнче шайӗнчи акци. Проект 29 ҫӗршыври тата 45 хулари ҫынсене пӗрлештерчӗ. Раҫҫей, Китай, Америка, Франци, Германи, Канада, Испани, Англи, Инди, Турци, Австрали, Венгри, Финлянди тата ытти ҫӗршыври тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессири ҫынсем вилӗмсӗр «Нарспи» поэмăна тӗрлӗ чӗлхепе вуларӗҫ. Константин Ивановӑн гениллӗ хайлавӗ 20 чӗлхепе янӑрарӗ. Ҫак акци тӗрлӗ ҫӗршыври ҫынсене чӑваш халӑхӗн те тӗнче шайӗнчи поэт пуррине кӑтартрӗ, К. Ивановӑн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. «Нарспи» поэмӑна вуланӑ ҫӗре кӑтарту. Теплӗнрех → (ссылка на озвученный текст)

«Ял ачисене – кӗнеке» (2015) – ыркӑмӑллӑх акцийӗ. Тӗрлӗ ведомство, министерство, издательство тата кӗнеке кӑларакан организацисем, писательсем, вулакансем пулӑшнипе 33 пин патне кӗнеке пухнӑ, вӗсенчен 10 пинĕшӗ – ачасем валли. Асӑннӑ акцин тӗллевӗ – ялти вулавӑшсен фондне пуянлатасси, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн вулав культурине ҫӗклесси.

«Провинцири тӗлпулу» акци (2015-2016 ҫҫ.). Наци библиотекин пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Республикӑра пурӑнакансене Раҫҫейри тата Чӑваш Енри паллӑ ҫыравҫӑсемпе, публицистсемпе, чӗлхеҫӗсемпе, музыкантсемпе, художниксемпе ҫывӑхланма пулӑшать. Шупашкарти, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Сӗнтӗрвӑрринчи, Элӗкри, Вӑрнарти, Муркашри, Вӑрмарти, Етӗрнери тата ытти тӑрӑхри вулавӑшсенче туслӑ тӗлпулусем иртрӗҫ. Вулакансем вӗсенче Николай Нарышкинпа (Хусанти таврапӗлӳҫӗ-публицист), Гарри Бардинпа (Мускаври художник-мултипликатор), Екатерина Генивӑпа (Раҫҫейри М.И. Рудомино ячӗллӗ ют ҫӗршыв литературин патшалӑх библиотекин генеральнӑй директорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ) тата чӑваш поэчӗсемпе писателӗсемпе курнӑҫса калаҫрӗҫ. Провинцири тӗлпулусем кӑҫал та иртеҫҫӗ, чӑваш ҫыравҫисемпе тӗпчевҫӗсем вулакансемпе татах та тӗл пулӗҫ.

Пулӑшусем:
— традициллӗ тата электронлӑ каталогсемпе усӑ курса кирлӗ информаципе тивӗҫтересси;
— адрес, библиографи, фактографи, тӗрӗслев, тематика справкисене пурнӑҫласси;
— вулакансен ыйтӑвӗсем тӑрӑх литература пухса хатӗрлесси;
— ҫыравҫӑсемпе, таврапӗлӳҫӗсемпе, тӗпчевҫӗсемпе, ӑсчахсемпе тӗл пулусем ирттересси, тӗрлӗрен конференцисем, кӑнеке презентацийӗсем йӗркелесси;
— вулакансем ыйтнипе библиографи списокӗсем хатӗрлесси.