Эпир пурӑнакан тӑван ен – Чӑваш Республики. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗ шутне кӗрет. Пирӗн республика 1920 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун чухне ӑна Чӑваш автономи облаҫӗ тенӗ. 1925 ҫулта автономиллӗ республика пулса тӑнӑ.

Чӑваш Республики Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗр енчен унпа Мари Эл Республики чикӗллӗ, тухӑҫ енче – Тутарстан ҫӗрӗсем. Кӑнтӑр енче пирӗн республика Ульяновск облаҫӗпе чикӗленет, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнче – Мордва Республикипе. Чӑваш ҫӗрӗнчен анӑҫалла вара, Сӑр шывӗ леш енче, Чулхула облаҫӗ вырнаҫнӑ.

Республика лаптӑкӗ пысӑках мар – 18,3 пин тӑваткал километр. Унӑн ҫӗрӗсем ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 190 км таран, анӑҫран тухӑҫалла 160 км таран тӑсӑлнӑ. Территорие пурӗ 21 района пайланӑ. Республикӑн тӑваттӑмӗш пайне вӑрмансем йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗр питне пысӑк тата пӗчӗк юхан шывсем, тӗрлӗ ҫырма-ҫатра ҫуркаласа пӗтернӗ. Чи пысӑк юхан шыв – Атӑл. Вӑл республикӑн ҫурҫӗр пайӗпе юхса иртет. Атӑла Сӑр, Ҫавал, Ункӑ, Энӗш шывӗсем юхса кӗреҫҫӗ. Cӑp – уйрӑмах пысӑк юхан шыв. Унӑн юпписем – Пасна, Выла. Кӗтнепе Пӑла та (Сӗве юпписем) пирӗн республика ҫӗрӗсем тӑрӑх юхаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне чӑваш ҫӗрӗ кӳлӗсемпе, пӗвесемпе пуян.

Пирӗн республикӑра тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе вӗсен шучӗ 1 миллион та 251 пин те 619 ҫын (2010 ҫул тӗлне). Вӑл шутра 67,7% – чӑвашсем (814,8 пин ҫын), 26,9% – вырӑссем (323,3 пин ҫын), 2,8% – тутарсем (34,2 пин ҫын). Ытти халӑх ҫыннисем – 2,6%.

Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывра пурӑнакан чӑвашсенчен ҫурри (621 пин ҫын ытла) Чӑваш Республикин тулашӗнче пурӑнать. Пуринчен ытла – Тутарстанра (3,1%), Пушкӑртстанра (2,7%), Самарпа (2,7%) Ульяновск (7,7%) облаҫӗсенче.

Енькка, Е. Чӑваш Республики // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2011. – С. 10-15.