Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртет.

Литература клубӗ нумай пулмасть йӗркеленнӗ, унӑн тӗп тӗллевӗсем: чӑваш литературин паха тӗслӗхӗсене халӑх хушшинче анлӑ сарса вулакансене чӑваш чӗлхипе литературине юратма, хисеплеме вӗрентесси, ҫамрӑк ӑрӑва чӑвашла нумайрах вулама хавхалантарасси, чӑвашла тӗрӗс те хитре калаҫма хӑнӑхтарасси, кӗнеке урлӑ вулакансен тавракурӑмне, пӗлӳ тата культура шайне ӳстересси.

Клуб ларӑвӗсем ирӗклӗ калаҫу формипе иртеҫҫӗ, хутшӑнакансем суйласа илнӗ кӗнекесене сӳтсе яваҫҫӗ, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗсене пӗлтереҫҫӗ, ҫыравҫӑсен пултарулӑхне тишкереҫҫӗ, хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараҫҫӗ.

Ҫитес тӗлпулу валли Николай Мартыновӑн «Кӑвак хуппи» повеҫне тата пӗтӗмӗшле автор пултарулӑхне сӳтсе явма палӑртнӑ. Сӑмах май, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш академи драма театрӗнче Н. Мартынов повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Тӑманлӑ каҫ» («Кӑвак хуппи») спектакль кӑтартӗҫ.

Литературӑпа кӑсӑкланакан, хайлавсем ҫыракан пултаруллӑ ҫамрӑксене литература клубӗн ларӑвне йыхравлатпӑр, унӑн ӗҫне хастар хутшӑнма чӗнетпӗр.

Лару «Чӑваш кӗнеки» центрта 18.30 пуҫланать.

 

Хатӗрлекенӗ

Ольга Тимофеева.

Тел.: 230-217 (147)