А. КибечЧӑваш Республикин наци библиотекинче раштавӑн 7-мӗшӗнче чӑваш халӑх писателӗ, поэт, драматург, общество деятелӗ, педагог Анатолий Кипеч «Кашни ҫын вӑл – хӑй тӗнче» ятпа тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекипе паллаштарчӗ. Уява паллӑ журналист тата ҫыравҫӑ Лидия Филиппова ертсе пычӗ.

Ҫӗнӗ кӗнеке ҫав тери сумлӑ пулса тухнӑ, ҫиччӗр ытла страницӑран тӑраканскер авторӑн пурнӑҫне ачалӑхран пуҫласа паянхи кун таран, шухӑш-кӑмӑлӗсене, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе чун туйӑмлӑхне уҫса парать. Сӑвӑлла роман-хроникӑра ҫамрӑк ӑрӑва тӗрӗс ҫулпа пыма, чӑвашлӑха упраса хӑварма, аслисене хисеплеме, тӑван халӑха юратма чӗнсе калани пысӑк вырӑн йышӑнать.

Кӗнеке тухнӑ ятпа Анатолий Кипече саламлама унӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх тусӗсем, пӗлӗшӗсем, ентешӗсем, вӗренекенӗсем, унӑн пултарулӑхне юратакансем пухӑнчӗҫ. Чӑваш Республикин профессионал писательсен пӗрлӗхӗн ячӗпе унӑн ертӳҫи Геннадий Максимов тухса калаҫрӗ, Анатолий Ильича Чӑваш Республикин хальхи саманари литературӑна аталантарас, халӑха вулама хистес, кӑмӑл-сипет культурине ӳстерес ӗҫре пысӑк тӳпе хунӑшӑн Хисеп хучӗпе чысларӗ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер Анатолий Кипечӗн литературӑри малтанхи ӗҫӗсене аса илчӗ, ҫӗнӗ кӗнекене хӑйне евӗрлӗ шухӑшлав энциклпедийӗ тесе хакларӗ. Сӑмах май, роман ал ҫырӑвне чи малтан пӑхса тухаканӗ Юрий Семёнович пулнӑ имӗш.

Светлана Асамат сӑвӑҫ шухӑшӗпе, «пӗлӳ шайне ӳстерес тесен Кипеч кӗнекисене вуламалла, мӗн чухлӗ ӑслӑ шухӑш вӗсенче».

Тухса калаҫакансем нумай пулчӗҫ, вӗсем хушшинче Чӑваш Республикин тав тивӗҫлӗ художникӗ Фёдор Мадуров, Чăваш Республикин учителĕсен ассоциациĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ Геронтий Никифоров, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педгогика университечӗн доценчӗ Татьяна Денисова, Вячеслав Платонов лингвист, куҫаруҫӑ тата ыттисем те. Вӗсем Чӑваш халӑх ҫыравҫине ҫирӗп сывлӑх, телейлӗ кун-ҫул, пултарулӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ, унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗнчи самантсемпе паллаштарчӗҫ.

Уява пухӑннисемшӗн Анатолий Кипечпе унӑн мӑшӑрӗ Галина Никитична «Ӗмӗр сакки сарлака» юрра чун-чӗререн шӑрантарни, географи учителӗ Светлана Мыльникова халӑх писателӗн хайлавӗсене пӑхмасӑр, чӑн-чӑн артистла вулани калама ҫук чаплӑ парне пулчӗ. Хӑнасем Анатолий Кипеч пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех «Тӑван ҫӗршыв ман чунӑмра» кӗнеке куравӗнче паллашма пултарчӗҫ.

Пӗтӗмӗшле илсен, кӗнеке уявӗ Чӑваш Республикин культура пурнӑҫӗн летопиҫӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пек ҫырӑнса юлӗ.

Хыпара хатӗрлекенӗ

«Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ

Ольга Тимофеева