Юрӑ ӗмӗртен-ӗмӗре чӑваша йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, кӑмӑла ҫӗклеме май панӑ. Ача ҫуралать-и, салтака ăсатмалла-и, туй кӗрлет-и, пур уява та юрӑ-кӗвӗ илем кӳнӗ, халӗ те çапла. Юрӑра чӑваш халӑхӗн чунĕ хӑпартланать, малалла пурӑнмалӑх хевте тупăнать… Чăваш Енĕн Куславкка районӗнчи Хурамалти юрра ăста çынсем 50 çул каялла пӗр тӗллевпе, пӗр шухăшпа ушкӑна чӑмӑртанса чунĕсене юрӑ-кӗвӗ урлӑ пуянлатма пуҫланӑ. Раҫҫей культура тава тивӗслӗ ӗҫченӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗ Людмила Ефимова ушкăн тилхепине ҫур ӗмӗр хушши тытса пырать. Вӑл ертсе пыракан ушкӑн несӗлӗмӗрсен авалтанпа тытса пынӑ пур уява та ҫӗнӗрӗн чӗртсе тӑратнӑ, халӑх патне ҫитернӗ. «Эткерҫӗсен» тивлечӗпе хӑна, туй, сурхури, салтак, ҫӑварни, вӑйӑ тата ытти йӑла юррисем ҫӗнӗрен вӑй илнӗ. Вӗсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнӑ, ҫырса илнӗ, сцена ҫинче юрлаттарнӑ. Чăваш наци культурине аталантарас ĕçе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1990 ҫулта ушкӑна «халӑх коллективӗ» ята панă.

Фоторепортаж
Радиорепортаж 1-мӗш пайӗ, 2-мӗш пайӗ (Чӑваш наци радиовӗ)
Чӑвашла видеорепортаж (ГТРК «Чувашия»)
Чăваш наци конгресĕн официаллӑ сайчӗ
Республикӑри «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑх центрӗн официаллӑ сайчӗ

Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Эткер» халӑх фольклор ушкӑнӗ йӗркеленнӗренпе ҫур ӗмӗр ҫитнине паллă тума Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне юбилей каҫне пуçтарăнчĕç. Уява Чӑваш наци вулавӑшӗн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗн ертӳҫи Вера Архипова йĕркелесе ертсе пычĕ. Юбиляр-ушкӑна саламлама чылай хӑна пуҫтарӑннӑ – фольклор тӗпчевҫисем, калем ӑстисем, общество деятелӗсем, ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем. Уявра аякран килнӗ хӑнасем те пулчĕç.

Юбилея «Эткер» халăх фольклор ушкăнĕ хӑна юррисемпе уҫрӗ. Мухтавлӑ коллектива паллă кунпа саламлама Элӗк районӗн «Валинкке», Ҫӗрпӳ районӗн «Ямаш», Патӑрьел районӗн «Шуҫӑм», Сӗнтӗрвӑрри районӗн «Кунер» халӑх фольклор ушкӑнӗсем те çитрĕç. Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсен «Янтал», Чӑваш патшалӑх педагогика университетчӗн «Юрай чечекӗ» фольклор ушкӑнӗсем тата Шупашкар районĕн «Кăмăл» çемье фольклор ансамблӗ те салам сăмахĕсене тата юррисене шеллемерĕç.

Савăнмашкăн тепĕр сăлтав та пулчĕ — юрă-кĕвве халалланă «Эпир пурнатпӑр Энӗш хӗрринче» кĕнеке кун çути курнă. Авторӗсем – Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Григорьевна Лаврентьева тата Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Ирина Федоровна Яковлева. Вӗсем ҫак паха кĕнекене «Эткер» халӑх ушкӑнĕ 50 ҫул тултарнине халалланӑ. Ансамбль йӗркеленнин кун-ҫулӗ, пурнӑҫӗ, ҫитӗнӗвӗсем изданиере тӗплӗн сӑнланнӑ. Çавӑн пекех кунта юрлакансен списокӗ тата ансамблӗн репертуарĕнчи халӑх юррисем те вырӑн тупнӑ. «Эткер» ушкӑн мĕн йӗркеленнӗренпех тĕп тĕллевĕ вара Куславкка районӗн йӑли-йĕркине, юрри-кӗввине халӑхра анлӑ сарасси пулса тӑнӑ. Кĕнекере ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ хайлавсем, ҫемье, йӑла-йӗрке юррисем. «Эткер» халӑх ушкӑнӗн пултарулӑх ҫулӗн хӑйне евӗрлӗ летопиҫӗ çырăннă.

Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин халӑх пултарулӑх енӗпе ӗҫлекен специалисчĕ Татьяна Дмитриева «Эткер» ушкӑна тӑван культурӑна аталантарас ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшĕн тав турӗ, малалла та халӑха юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарма ҫирӗп сывлӑх тата хавхалану сунчӗ, уяв хуҫисене Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе чысларĕ.
Республикӑри паллӑ фольклористсем: Михаил Кондратьев, Александр Осипов, Вячеслав Ендеров, Зинаида Козлова, Людмила Петухова, Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин ертӳҫи Светлана Белоус, «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑх центрӗн директорӗ Светлана Смирнова, Куславкка район администрациӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Юрков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Кусславкасем» ентешлӗх ертӳҫи Юрий Зорин, Чӑваш наци конгресӑн Вӗренÿ комитетчӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров, Чӑваш наци радиовӗн музыка редакторӗ, культура комитетчӗн пайташӗ Ирина Лампасова «Эткер» пултарулӑхне пысăка хурса хакларĕç, ăна пирӗн наци пуянлăхĕ терĕç.

«Эткер» халӑх фольклор ушкӑнӗн ячӗ-сумӗ республикӑра та, унӑн тулашӗнче те анлӑ сарӑлнӑ, унӑн юрри-ташши чӑваш тӗнчине савӑнтарать, чӑвашлӑх сӗмне кӗртет. Юбилей каҫӗ илемлӗ юрӑ-кӗвӗ, чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркин уявӗ пулса тӑчӗ. Кашни çын хăйне валли мĕн те пулин çĕнни тупрĕ, хăй чăваш пулнишĕн мăнаçланчĕ.

Вера Архипова.
Тел.: 23-02-17, доб. 140