Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑва пухӑнчӗҫ. «Варкӑш» майӗпен вӑй илсе пыни куҫкӗретех: хальхинче тӗлпулура ҫӗнӗ ҫынсем нумай пулни савӑнтарчӗ. Хӑнасемпе паллашнӑ хыҫҫӑн пайташсем иртнӗ ларура вулама палӑртнӑ Василий Эктелӗн «Лили» кӗнекине шӗкӗлчеме пикӗнчӗҫ. Хӑй вӑхӑтӗнче шӑв-шав кӑларнӑ кӗнеке халӗ те хӑйӗн ҫивӗчлӗхне ҫухатман-ха. Сӗткенлӗ, хитре чӗлхепе ҫырнӑ повеҫре вун пилӗк ҫулхи хӗр ачапа ҫитӗнсе ҫитнӗ арҫын хушшинчи ҫыхӑну пирки сӑмах пырать. Вулакансем хайлава тӗрлӗ куҫпа пӑхса хакларӗҫ, унта хускатнӑ кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем тата ачисем хушшинчи йывӑрлӑхсем, ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ ҫинчен нумай калаҫрӗҫ.

Фоторепортаж

Пӗтӗмӗшле илсен лару пуриншӗн те усӑллӑ иртрӗ: ҫамрӑксем те, ҫулӗпе аслӑраххисем те нумай ҫӗнни пӗлчӗҫ, Эктел пултарулӑхне тепӗр хут тимлӗх уйӑрчӗҫ, пысӑка хурса хакларӗҫ.

Ҫитес ларӑва нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Вуласа килмелли хайлав – хальхи вӑхӑтри чи паллӑ ҫыравҫӑсенчен пӗрин, пултаруллӑ прозаикӑн, драматургӑн Арсений Тарасовӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫӗ. Литературӑпа кӑсӑкланакансене тепӗр ларӑва хутшӑнма чӗнетпӗр.