«Эсир наци малашлăхĕшĕн сăмах тытмалли çынсем. «Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ», – тенĕ Виктор Гюго. Чăваша малашне сирĕнпе виçĕç. Сулмаклăрах пусасчĕ сирĕн çав тараса çине!.. Чĕлхе вĕренĕр… Шанчăк – сирте, яш-кĕрĕм, хĕр упраç!.. Тепре курнăçнă чух савăнмалли те, мухтанмалли те пултăр! – тенĕ чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай. Çакăн пек чĕнсе каланă вăл 1969 çулта çамрăк чăваш поэчĕсене. Чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисен Иван Яковлевпа Петĕр Хусанкăн ырă тĕслĕхĕсемпе халалĕсем çинче вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелес, хăйсен ăсталăхне туптаc тӗлӗшпе кăçал кăрлачпа ака уйăхĕсенче Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» регионсен хушшинчи конкурс иртрӗ. Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикинчи, Пушкăртстанпа Тутарстанри тата Тюменьпе Ульяновск облаçĕсенчи 260 çамрăк сăвăçсемпе прозаиксенчен, драматургсенчен тата ал ĕç ăстисенчен 220 ĕç килчĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри пайташĕсем: поэт Василий Кервен, ал ĕç ăстисем Людмила Балтаевăпа Николай Балтаев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем Юлия Анисимовăпа Геронтий Никифоров çамрăк авторсен ал çыру хайлавĕсене тата алăпа тунă япаласене тимлĕ пăхса тухса хак пачĕç, призлă вырăнсене ачасен ÿсĕмĕ тăрăх палăртрĕç.

Ҫу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче (акт залӗ, 1 хут) «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗпе чыславӗ иртӗ.

Уяв 13 сехетре пуçланать.