Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртет.

Клуб ларӑвӗсем ирӗклӗ калаҫу формипе иртеҫҫӗ, хутшӑнакансем суйласа илнӗ кӗнекесене сӳтсе яваҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑлне пӗлтереҫҫӗ, ҫыравҫӑсен пултарулӑхне тишкереҫҫӗ, хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараҫҫӗ.

Ҫитес тӗл пулура «Варкӑша» ҫӳрекенсем Римма Прокопьева ҫыравҫӑн «Сар хӗвел хӗрелсен» кӗнекине тата пӗтӗмӗшле автор пултарулӑхне сӳтсе явма палӑртнӑ. Сӑмах май, кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2017 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Документлӑ повесть паллӑ ӳнерҫӗн Павел Коринӑн мӑшӑрӗ пулма тӳр килнӗ Прасковья Петрова чӑваш хӗрӗн тӗлӗнмелле шӑпине сӑнласа парать.

Литературӑпа кӑсӑкланакан, хайлавсем ҫыракан пултаруллӑ ҫамрӑксене литература клубӗн ларӑвне йыхравлатпӑр, унӑн ӗҫне хастар хутшӑнма чӗнетпӗр.

Лару библиотекӑн конференц-залӗнче (137- мӗш пӳлӗм, 1 хутра) 18.00 сехетре пуҫланать.

Пӗлсе тӑма:

«Варкӑш» литература клубӗ 2017 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗсем: чӑваш литературин паха тӗслӗхӗсене халӑх хушшинче анлӑ сарса вулакансене чӑваш чӗлхипе литературине юратма, хисеплеме вӗрентесси, ҫамрӑк ӑрӑва чӑвашла нумайрах вулама хавхалантарасси, чӑвашла тӗрӗс те хитре калаҫма хӑнӑхтарасси, кӗнеке урлӑ вулакансен тавракурӑмне, пӗлӳ тата культура шайне ӳстересси.