Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Михаил Фёдоров – чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура ӗҫченӗсем, общество хастарӗсем, студентсем, чăваш литературипе тата сăмахлăхĕпе кăсăкланакансем хутшӑнчӗҫ.

Тӗп докладпа филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов профессор тухса калаҫрӗ. Вӑл Михаил Фёдоровӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ, «Арҫури» поэмӑн чӑваш литературинчи вырӑнне ҫутатса пачӗ. Профессор шучӗпе «Арҫури» поэма – чӑвашсен пӗрремӗш классикӑлла хайлавӗ, вӑл нихҫан та кивелмест».

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елена Федотова ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫулӗ-йӗрӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, Михаил Фёдоров пултаруллӑ вӗрентӳҫӗ те, ҫивӗч ӑслӑ этнограф та пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Арҫури – чӑваш мифологийӗнче анлӑ сарӑлнӑ сӑнар. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, паллӑ фольклорист Галина Ильина ҫак тата вӑрманта пурӑнакан ытти ыр-хаяр пирки каласа кӑтартрӗ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров шучӗпе «Михаил Фёдоров чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине «Арҫури» хайлавпа яланлӑхах кӗрсе юлчӗ. Хайлав пахалӑхне палӑртаканни – халӑх «Арҫури» поэмӑна манманни, пӗлни, юратни. Авторӗ вара вӗрентӳпе литература анинче ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлесе ӗмӗр манми ырӑ ят хӑварчӗ».

Тухса калаҫакансем шутӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ Николай Осипов, Наци библиотекин ӗҫченӗ Галина Соловьева, Шупашкар районӗнчи Тутаркасси вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Альбина Ишова тата ыттисем те пулчӗҫ. Тутаркасси шкулӗнче пӗлӳ пухакан Артем Сиротин «Арҫури» поэма сыпӑкне тӗлӗнмелле ӑста вуларӗ, итлекенсен кӑмӑлне тыткӑнларӗ.

Ҫавра сӗтел ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май унта хутшӑнакансем Михаил Фёдоров пултарулӑхӗнче тӗпчемелли татах та нумаййине пӗлтерчӗҫ, студентсене – пулас вӗрентекенсене, филологсене, ӑсчахсене – ҫакна шута илме сӗнчӗҫ.