2018 ҫулта республикӑра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ библиотека пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ, вӑл шутра 79 % — ял халӑхӗ. Паян кашни ял тӑрӑхнех библиотека пулӑшӑвӗ ҫитет. Пӗлтӗр республикӑра пурӗ 490 библиотека тата вӗсен ҫумӗнчи кӗнеке паракан 623 пункт ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне 437 бибиотекӑри ӗҫченсем 20 пин вулакана — килтен-киле ҫӳресе, 9 пин ҫынна -харпӑр килӗнче, 19 пин ҫынна — куҫса ҫӳрекен библиотека урлӑ литературӑпа тивӗҫтернӗ.
Иртнӗ ҫул Шупашкарта 4 библиотекӑран библиотека пункчӗ туса хунӑ, 2-шне хупнӑ. Ҫак пулӑм халӑха информаципе тивӗҫтерес ӗҫре йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратмалла марри куҫкӗрет.
Библиотекӑсене оптимизацилесси муниципалитет укҫи-тенкине тухӑҫлӑ, перекетлӗ усӑ курассипе ҫыхӑннӑ. Ку регионти библиотека отрасльне аталантарма пулӑшӗ, уйрӑмах ялсенче.
Библиотекӑсен пурлӑхпа техника никӗсне аталантарас ӗҫ малалла пырать. Библиотекӑсем Раҫҫей тата республикӑри конкурссене хутшӑнса грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх библиотека» конкурса хутшӑнса вӗсем вырӑнти бюджет тата бюджета кӗмен укҫа-тенке тивӗҫеҫҫӗ. Иртнӗ ҫул республикӑри 34 библиотекӑра пӗтӗмӗшле ремонт тунӑ, 21-шне ҫӗнетнӗ, 10-шӗнче сӗтел-пукан, компьютер, тӗрлӗ оргтехника туяннӑ.
«Пурте усӑ куракан хутлӑх» программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗпе Йӗпреҫ районӗн тӗп библиотекинче тата Шупашкарти 5-мӗш филиалта сусӑрсемпе тухса ҫӳреме кансӗр граждансем валли юрӑхлӑ хутлӑх хатӗрӗсем вырнаҫтарнӑ.
Хальхи тапхӑрта вулавӑшсем информаци центрӗсем ҫеҫ мар, культура вучахӗсем те пулса тӑчӗҫ. 2018 ҫулта вӗсем 50 пин ытла мероприяти ирттернӗ. Вӗсенче 1 миллион та 400 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫак мероприятисем ӑс-хакӑла пуянлатма, тавракурӑма анлӑлатма пулӑшаҫҫӗ. Библиотекӑсем ытти культура учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлне евӗрлемерӗҫ, хӑйсен уйрӑм ҫулне тытса пычӗҫ, волонтерсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлерӗҫ. 2018 ҫулти чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри вӑл чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитни. Ӑна Раҫҫей шайӗнче паллӑ турӑмӑр, библиотекӑсенче тӗрлӗ уявсем иртрӗҫ.
Юлашки ҫулсенче таврапӗлӳ енӗпе ӗҫлесси те аталанса пырать, уйрӑмах литературӑпа истори краеведенийӗ. Чӑваш литературине халӑх хушшинче сарас тӗллевпе «Литература ҫул-ҫӳревӗ» республика акцийӗ пурнӑҫланса пырать. Туризм краеведенийӗ те вӑй илчӗ. Ку енӗпе уйрӑмах Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи библиотекӑсем хастар ӗҫлеҫҫӗ.
Халӑха, уйрӑмах аслӑ ӑрури ҫынсене, компьютерпа ӗҫлеме вӗрентес, финанас пӗлӗвне ӳстерес ӗҫре библиотекӑсен тӳпи пысӑк. 2018 ҫулта пурӗ 28 пин ытла ҫын тӳлевсӗр вӗреннӗ, «Патшалӑх пулӑшӑвӗ» (Госуслуги) порталпа тата Интернетри хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллашнӑ.
Паянхи кун республикӑри библиотекӑсенче 971 специалист вӑй хурать. Вӗсенчен 63%-ӗн ӗҫ стажӗ 10 ҫул ытла, 66%-шӗ — аслӑ пӗлӳллӗ.
Саломатина Т.А., тел. 62-38-12