Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Семенович Чернов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Вăл Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕнче 1939 çулта кун çути курнă. Чăваш халăх музыка инструменчĕсен ăстине хисеплесе ЧНК культура комитечĕ тăрăшнипе Республикăри наци вулавăшĕнчи «Мерчен» кĕтречĕнче савăнăçлă юбилей каҫӗ йĕркелерĕç.

Радиорепортаж

Видеорепортаж ГТРК «Чувашия» (YouTube)

Тӗрлӗ нацин музыка культури пысӑк пулнине уявра йĕркеленĕ кураври музыка хатӗрӗсен пахалăхĕпе хисепӗ те ҫирӗплетет. Пирĕн несĕлсем халӑх музыка инструменчӗсемпе калама, вӗсене ӑсталама, илемлӗ кӗвӗ шӑрантарма пӗлекен ҫынсене асамҫӑ вырӑнне хунӑ. Шел пулин те, паянхи кун вĕсен йышӗ сахалансах пырать темелле. Çавăнпа та чăваш культуринчи халăх музыка инструменчĕсене упраса хаварасси, çак ÿнере малалла анталантарсси, чăвашсен паллӑ ҫыннисен эткерлӗхне тӗрлӗ халăх патне илсе ҫитересси пирĕн тĕп тĕллев.

Виктор Семеновичӑн ӑсталӑхӗ тӗрлӗ енлӗ: вӑл – чăваш ăс-хакăлĕн управçи, ӳнерҫӗ, мусăкçă, чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене тӗпчесе вĕсене ăсталаканĕ, нумай-нумай тĕпчев ĕçĕсен авторĕ. Виктор Чернов чăваш халăх музыка инструменчĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăраканĕсенчен пĕри тесен те юрать. Вӑл ăсталанă кӗвӗ хатӗрӗсен шутӗнче кавал, нахра, шӑхлич, сӑрнай, най, пуч, парппан, тункӑр, вархан тата ытти те. Вĕсем чăвашăн халăхĕн чунне тыткăнлаççĕ. «Ун аллинче кӗсле те, шӑпӑр та… чӑвашла юрлать», — теççĕ ун пирки халăхра.

Уява уçма Чăваш наци конгресĕн вице-президентне, ĕç тăвакан комитет председательне Анатолий Ухтиярова, Чăваш Енпе Палестина халăхĕсен туслăхне çирĕплетес енĕпе ĕçлекен общество президентне Аль-Балауи Бассам Фатхине, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫине Станислав Юхтара тата Чӑваш наци библиотекин тӗп специалистне Вера Архиповăна хисеп турĕç. Вĕсем халăх музыка инструменчĕсен кирлĕлĕхне, унта халăх историйĕ упраннине, вĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратни паха пулнине каларĕç, Виктор Чернова юбилей ячĕпе саламласа çак пархатарлă ĕçе малалла тăсма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Хăнасем юбилярăн тăванĕ Юрий Чернов хатĕрленĕ Виктор Семеновичӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан  видеофильма пӑхрĕç.

Мероприятийĕн тĕп лекторĕ — вĕрентекен, ÿнерçĕ, вĕрентÿ меслетçи, «История и культура родного края» курсӑн тата чылай вĕренӳ пособийĕсен авторӗ, Виктор Черновăн тăван хĕрĕ Елена Енькка (Михайлова) пулчĕ.

Вăл нумай ĕмĕр хушши аталаннă чăваш музыка инструменчĕсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Чӑваш ҫӗрӗ, хӑйӗн ҫӗр пин юрри-ташшипе палӑрнӑскер, мӗн авалтанах тӗрлӗ музыка хатӗр-хӗтӗрӗсене ӑсталас тӗлӗшӗпе чапа тухнӑ. Чӑваш халӑхӗн, Атăл тăрăхне киличченех, хӑйӗн ӗмĕртен аталанса пынӑ кӗвӗ-ҫемӗ хатӗрĕсем пулнӑ. Ку вăл 2000 çул каярах Вăтам Азире пурăннă сăкăт цивилизаципе çыхăннă. Сăкăт патшалăхĕнче археологсем питĕ нумай тăмран тунă лаптакрах тĕрлĕ ÿкерчĕклĕ пĕчĕк кÿлепесем тупнă. Унта ытларах çынсене сăнласа кăтартнă. Вĕсен аллисенче тĕрлĕрен япаласем, музыка инструменчĕсем (хĕлĕхлисем тата вĕрсе каламаллисем) те пур. Чи тĕлĕнмелли — ÿкерчĕксенче сăнланнă çынсен тумĕсем ХVIII ĕмĕрти чăваш хĕрарăмĕн тумĕсемпе пĕрешкелли. Музыка инструменчĕсем те нумайăшĕ хальхи чăваш музыка инструменчĕсене аса илтереççĕ.

Паллах, чăвашсем музыка хатĕрĕсене хăйсен несĕлĕсенчен, сăвар-пăлхарсенчен илнĕ. Пăлхар патшалăхĕнче 1000 çул каяллах музыка инструменчĕсем пулнине палăртса хăварнă тĕпчевçĕсем.

Музыка инструменчĕсен тĕсĕсемпе те (вĕркĕчлисем, хĕлĕхлисем, çурхахлисем, хăй тĕллĕн янăраканнисем) паллаштарчĕ Елена Викторовна. Вӗсем хушшинче паллӑрахисем – шӑпӑр, кӗсле, сӑрнай, палнай, тренчӗл, тӳнтӗл, тутут, параппан, шӑхлич тата ыт. те.

Пултаруллă ăстаçă — музыкçăна Виктор Семеновича Чернова Анатолий Абрамов журналист та ăшă сăмахсем нумай каларĕ, унăн чăваш халăхĕ валли тунă усăллă та кирлĕ ĕçĕсене пысăка хурса хакларĕ.

 «Мерчен» тĕпелĕнче чăваш халăх музыка инструменчĕсем çинчен çырнă кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ. Ăна наци библиотекин ĕçченĕсем йĕркеленĕ, вĕсем курма килнисене кĕнекесемпе паллаштарчĕç. Экспозицире тĕп вырăнта — Виктор Черновăн «Чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем» кĕнеке-альбомĕ тата вăл тĕрлĕ çулсенче чăваш халăх музыка инструменчĕсем аталанавĕ çинчен çырнă публикацисем.

Çавăн пекех Виктор Семенович хăй ăсталанă чăваш халăх музыка инструменчĕсен куравне йĕркелерĕ, хăйне евĕр ăсталăх урокĕ ирттерчĕ, музыка инструменчĕсен историйĕпе, вĕсене еплерех хатĕрлемеллипе паллаштарчĕ. Музыкçă сасă епле майпа тухнин  вăрттăнлăхне каласа пачĕ. Авалхи чăвашсен йăх-ăрăвĕнче хăш-пĕр инструментсемпе ахаль пурнăçра çеç мар, çар ĕçĕнче те усă курнă иккен.  Сăрнай, кавал, пуч, нахра, параппан, какăр — хăватлă саспа салтаксене пĕр çĕре хăварт пухма май панă иккен тата ытти те.

Çакнашкал кăсăклă та пĕлтерĕшлĕ тĕл пулусене малашне шкул ачисемпе çамрăксене нумайрах хутăштарсан питех те усăллă пулнă пулĕччĕ.

Пресса:

Яковлева, Зоя. Кӗсле те, шӑпӑр та… чӑвашла юрлать : [Чӑваш Республикин наци библиотекин «Мерчен» тӗпелӗнче Виктор Черновӑн пултарулӑх каҫӗ иртни ҫинчен] / Зоя Яковлева, Вера Архипова ; Зоя Яковлева сӑн ӳкерчӗкӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2019. — 20 ака/апрель (№ 15). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.

Тел.: 23-02-17, доб. 138.