Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Станислав Сатурăн «Эпĕ» виçе» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе критиксем, журналистсемпе вулавăш ĕçченĕсем, Станислав Николаевичăн ентешĕсемпе пĕлĕшĕсем çĕнĕ кăларăма пахалама йышлăн пуçтарăнчĕç. Сăвăсен пуххи нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Унта авторăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисем кĕнĕ.

Уяв каçне уçнă май Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕ Ольга Тимофеева кĕскен Станислав Сатурăн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Станислав Николаевич Никоноров (Сатур) 1959 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ. Ача чухнех сăвă çырма пуçланă, шкулта стена хаçачĕ кăларнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.

Станислав Сатур ‒ поэт кăна мар, вăл драматург та, публицист та. 2003 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Пĕрремĕш сăвви 1987 çулта «Ялав» журналта кун çути курнă. Хайлавĕсем «Ăраскал», «Шурăмпуç çути», «Юратнă кĕнеке» çамрăк авторсен сборникĕсенче, тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ. Çыравçăн кĕнекисем: «Чĕре хĕлĕхĕсем» (1993), «Кăмăл тĕкĕрĕ» (1997), «Сăмах» (2001), «Сăмах майăн» (2002), «Чун вĕçевĕ» (2005), «Юхăмра» (2017). Акă вулакан патне Станислав Николаевичăн çĕнĕ кĕнеки çитрĕ ‒ «Эпĕ» виçе». Хăтлава пуçтарăннисенчен чылайăшĕ унпа паллашма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов профессор тата литературовед Станислав Сатур тухăçлă ĕçленине, çамрăкранах философиллĕ лирика енне туртăннине асăнчĕ. «Кашни çын хăй шухăшне калама тивĕçлĕ. Çыннăн хăйĕн шухăшĕ пурри ‒ чи кирли. Ăна пăхăнтараймастăн. Вăл хăй тĕнче, харкамлăх. Станислав Сатур та хăй шухăшне хăюллăн калаять. Малтан çырнисемпе танлаштарсан кĕскен, тарăнраххăн çырма пуçланă вăл. Ман валли те шухăшламалли тем чухлех ку кĕнекре. Кашни йĕрки, сăвви сăнарлă Сатурăн. Çав сăвă тĕпне çитме те çук тепĕр чухне», ‒ терĕ Виталий Григорьевич.

Писателĕн хайлавĕсемпе пĕрремĕш паллашаканĕ, ун кĕнекине малтан алла тытаканĕ, паллах, редактор. Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ Галина Антонова Станислав Сатур паянхи ытти сăвăçсенчен уйрăмрах тăракан çыравçă пулнине палăртрĕ. «Вăл сăмах пĕлтерĕшне, вăй-хăватне, ун вырăнне çивĕч туять. Чĕлхи сăнарлă, пуян. Кĕске сăвăсемпех вулакана тарăн шухăша ярать. «Эпĕ» виçе» кĕнекере автор кăмăлне шута илсе кашни сăвва уйрăм страницăна вырнаçтарнă. Сăвă икĕ-виçĕ йĕркерен çеç тăнă чухне те пушăлăх сисĕнмест. Пушă вырăн автор вулакан чĕринче вăратнă шухăшпа, туйăмпа, ÿкерчĕкпе тулса ларать. Сăввисем ‒ пурнăç çинчен. Вуланăçемĕн лирика геройĕн чун ыратăвне туйса тăратăн, çуралнă кил, тăван кĕтес, тăван халăх, пурнăçри вырăну пирки анлăрах шухăшлама пуçлатăн. Кунта чуна чĕпĕтсе ыраттаракан сăвăсем нумай. Сатур кĕнеки ‒ тĕлĕрекен чунсене вăратакан кĕнеке», ‒ туллин тишкерчĕ Галина Алексеевна.

«Станислав Сатур ‒ шухăшсем, ыйтусем хушшинче пурăнакан çын. Мĕн шырать вăл. Мĕншĕн хурланать. Пурнăç çинчен шухăша путать вăл. Туйăнсассăн та, ман шутпа, кунта пессимизм çук. Ку вăл ‒ пессимизмран тымарланса, харсăрлăх пуçтарса тухакан оптимизм», ‒ терĕ Арсений Тарасов çыравçă тата журналист.

Станислав Сатур пултарулăхне тишкерес çул çине тинтерех тăнă Вера Никифорова литературовед поэтăн сăввисене туйăм шайĕнче йышăннине пытармарĕ. «Станислав Николаевич сăмах тĕнчине кĕрсе кайма, чăмма пултарать. Ман шутпа, лирикăллă герой ‒ пессимизм шайĕнчен иртнĕ реалист, унпа юнашар хамăра шанчăклă туятпăр, вăл пире хăратмасть», ‒ терĕ Вера Витальевна.

Уява пухăннисенчен кашниех хăйĕн шухăшне палăртрĕ, çыравçа ырă та ăшă сăмах каларĕ, çĕнĕ кĕнекене пысăк хак пачĕ.

Тӗплӗнрех