Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗпе Егор Васильев-Бурзуйпа тӗлпулу иртрӗ.

Егор Васильевич – паллӑ профессор, ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Кӑҫал ҫулла вӑл 85 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа ӑна саламлама библиотекӑра ҫывӑх юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем пухӑнчӗҫ. Юбиляр ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ, уява хутшӑнакансем вӑл хатӗрлесе кӑларнӑ кӗнекисене ҫӳллӗ шая хурса хакларӗҫ.

Пултарулӑх каҫне Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Соловьева уҫрӗ, Егор Васильевичӑн кӗнекисем, тӗпчевӗсем библиотека фондӗнче типтерлӗн упраннине, вулакансемшӗн паха ҫӑлкуҫ пулнине пӗлтерчӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн наука ӗҫӗн проректорӗ Кожанов Игорь Владимирович этнопедагогикӑна аталантарас ӗҫре Егор Васильевичӑн тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ, профессора ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал сунчӗ.

Нумай пулмасть Егор Васильевичӑн «Кӑвакал тӑрӑхӗнчи тӑван ялсем» тата «Н.В. Овчинников. Один из титанов чувашской живописи» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекисем кун ҫути курчӗҫ. Пӗрремӗш ӗҫӗ архив докуменчӗсем, ваттисем каласа панӑ тата авалхи халапсем тӑрӑх Кӑвакал тӑрӑхӗнчи (Канаш районӗ) ултӑ ялӑн историпе, унти ӗҫлекен ҫынсен пурнӑҫ-йӗрӗпе, кӑмӑл-сипечӗпе паллаштарать пулсан, иккӗмӗшне вара автор чӑваш халӑх художникне Николай Овчинникова халалланӑ. Уяв каҫӗнче Егор Васильев-Бурзуй кӑларӑмсем ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.

Пултаруллӑ ентешне саламлама тӑван ялӗнчен те хӑнасем килсе ҫитрӗҫ, ӑсчаха халӑх умӗнчи пысӑк ӗҫсемшӗн чун-чӗререн тав турӗҫ.

Уяв хаваслӑ лару-тӑрура иртрӗ, хӑнасем Егор Васильев-Бурзуйӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен татах та нумайрах пӗлме пултарчӗҫ.