Декабрӗн 2-мӗшӗнче Кӗнеке палатине йӗркелесе янӑранпа — 90 ҫул!

Кӗнеке палати пирӗн республикӑра 1931-мӗш ҫулхи ЧАССР Совнарком постановленийӗпе килӗшӳллӗн уҫӑлнӑ. Ҫак хушу тӑрӑх республикӑра тухса тӑракан пӗтӗм кӗнекене тата хаҫат-журнала пӗр ҫӗре пухса тата упраса пымалла пулнӑ. Республикӑри типографисен пичетлесе кӑларнӑ изданисене  Кӗнеке палатине ҫитерсе памалла тесе йышӑннӑ. Ҫакӑнтан вара Кӗнеке палатин историйӗ пуҫланса кайнӑ теме пулать.

90 ҫул хушшинче кам-кам вӑй хуман-ши Чӑваш енӗн пичетлӗ пуянлӑхне упраса хӑварас ӗҫре! Хӗветӗр Уяр, Иван Мучи, Куҫма Турхан, Феодосия Ишетер, Валем Ахун тата ыттисем те. Вӗсен ячӗсем Кӗнеке палати историйӗнче анчах мар, пӗтӗм чӑваш литературинче пӗлтерӗшлӗ.

Паянхи куна илес пулсан, Кӗнеке палати хӑйӗн фондне 90 пин пичет издани йышӑннӑ.

Кӗнеке палати — чӑваш пичечӗн архивӗ. Кунта 90 ҫул хушшинче питӗ пуян та сумлӑ фонд пуҫтарӑннӑ.