Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх писателӗн, поэчӗн, публицисчӗн, журналисчӗн, К. Турхан ячӗллӗ преми лауреачӗн Денис Гордеевӑн 85 ҫулне халалланӑ «Денис Гордеевӑн илемлӗх тӗнчи» литература тӗпелӗ иртрӗ. Мероприятие ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, библиотека ӗҫченӗсемпе вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе ентешӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ, авторӑн «Ҫӗн кунӑн телейне шанатӑп» ҫӗнӗ сӑвӑ сборникӗпе паллашрӗҫ.
Уява Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Ольга Куликова уҫрӗ. Вӑл ҫыравҫӑн пултарулӑхӗ чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.
Литература тӗпчевҫи, критикӗ Николай Осипов Денис Гордеевӑн пултарулӑхӗ анлӑ та нумай енлӗ пулнине, вулакансем ӑна ытларах проза ӑсти пек пӗлнине асӑнса хӑварчӗ. Тӗпчевҫӗ, журналист Алексей Леонтьев вӗреннӗ чухне практикӑра Денис Викторович патӗнче пулнине, вӗрентекенӗ ӗҫре чылай пулӑшса пынине каларӗ. «Хаҫатра ӗҫлекенсен чӗлхи перекетлӗ, унта ӗҫлени тӳрех сисӗнет. Чӑн-чӑн ҫыравҫӑ вӑл», – терӗ ентешне хисеплесе. Сергей Павлов писатель, журналист та пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑтсене, вӗрентсе каланисене аса илчӗ. Людмила Сачкова романистӑн ӗҫӗ-хӗлӗнче те Денис Гордеев пӗлтерӗшлӗ йӗр хӑварнӑ иккен. «Вӑл мана нумай ыррине, тӗрӗслӗхпе пурӑнма, чӗлхе илемне, ытарлӑхне курма вӗрентнишӗн ӑна тав тӑватӑп. «Ҫӗнӗ кунӑн телейне шанатӑп» сӑвӑ кӗнекинче иртнӗ тапхӑрти ырӑ вӑхӑтсем шӑрҫаланнӑ, унта шалта ҫунакан поэзи кӑвайчӗ ялкӑшать», – терӗ ҫыравҫӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров ҫыравҫӑн «Кукӑр алӑсем», «Шӑннӑ куҫҫуль» калавӗсене шкул программине кӗртнине асӑнса хӑварчӗ, хайлавӗсене тишкерчӗ.
Светлана Асамат, Лидия Филиппова, Альбина Юрату, Лидия Сарине, Ара Мишши, Нина Артемьева, Раиса Воробьева ҫыравҫӑсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина тата уява хутшӑнакансем поэтӑн сӑввисене вуласа киленчӗҫ, юбиляр ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, унпа тӗл пулнӑ самантсене аса илчӗҫ, пултаруллӑ калем ӑстине ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, вӑй-хӑват, хавхалану сунчӗҫ.
Денис Викторовичӑн хӗрӗ Светлана Гордеева хӑйӗн ачалӑхне аса илчӗ, пурнӑҫри самантсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл та ашшӗ ҫулӗпех кайнӑ, хайлавсем шӑрҫалать. Ашшӗне ӗмӗр тӑршшӗпе вӗрентсе пынишӗн ырӑпа асӑнчӗ. Светлана Гордеева уява ырӑ сунса килекенсене пурне те тав турӗ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пынипе «Эткер» фольклор ушкӑнӗ анатри чӑвашсен халӑх юррисене шӑрантарчӗ, куракансен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклерӗ. Денис Гордеев пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке выставки тата ҫемье альбомӗнчи сӑн ӳкерчӗксем литература тӗпелне илем кӳчӗҫ.