Книга «Народная мудрость» антологии «Современная литература народов России»Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче анлă проектăн – «Раççей халăхĕсен хальхи литератури» тĕрлĕ жанрлă антологи ярăмĕн – хăтлавĕ иртрĕ. Ун ĕçне ăслăлăх, вĕренӳ, культура тата ӳнер ĕçченĕсем, общество хастарĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Хальхи Раççей халăхĕсен литературин антологийĕсем издательство проекчĕ нумай нациллĕ çĕр-шывăн культура тата чун-хакăл традицийĕсемпе пуян пултарулăх хевтине туллин куç умне кăларма май парать. Кĕнекесем Раççей Федерацийĕнчи халăхсен наци литературине пулăшас программăпа килĕшӳллĕн тухаççĕ, финанс тĕлĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшать. 2017 çултанпа поэзи, ача-пăча литератури, проза, драматурги, илемлĕ публицистика антологийĕсем тухрĕç. Филологи наукисен докторĕ Юрий Исаев ертсе пыракан Чăваш редакци канашĕ пĕр тикĕс те килĕшӳллĕн ĕçленĕрен пирĕн çыравçăсем çак хальччен пулман ярăмăн кашни кăларăмĕнчех пур. Антологин 6 томне пахалас уява та Юрий Николаевичах ертсе пычĕ. «Раççей халăхĕсен хальхи литератури» ярăма хăтланă май регионти редакци канашĕн пайташĕсем, çавăн пекех антологисене кĕнĕ хайлавсен авторĕсем тухса калаçрĕç. Уява вĕренӳ институчĕн ĕçченĕсем те хастар хутшăнчĕç.

Фоторепортаж