Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекин картишӗнче литература пикникӗ тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ. Ҫуллахи ӑшӑ та тӳлек каҫ ҫыравҫӑсем, журналистсем, артистсем, библиотека ӗҫченӗсемпе вулакансем пуҫтарӑнчӗҫ.
Марина Карягинӑпа Галина Матвеева ҫыравҫӑ-журналистсем Евгений Евтушенко, Андрей Растворцев поэтсен вырӑсла сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Уява хутшӑнакансене хӑйсен куҫарӑвӗсемпе паллаштарчӗҫ.
Арсений Тарасов ҫыравҫӑ, журналист хӑйӗн сӑвви-юррисемпе куракансене тӗлӗнтерчӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат ертсе пынипе «Сас» ушкӑн илемлӗ чӑваш юррисене шӑрантарчӗ, пурин кӑмӑл-туйӑмне те ҫӗклерӗ.
Ҫавӑн пекех поэзи каҫне килнӗ Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан, Галина Кӗмӗл, Зоя Сывлӑмпи, Ольга Австрийская, Ольга Васильева, Мальвина Петрова, Нина Царыгина, Раиса Воробьева ҫыравҫӑсем, чӑваш халӑх артистки Надежда Кириллова, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева хӑйсем ҫырнӑ е килӗшекен сӑвӑсене вуласа киленчӗҫ. Уявра ҫыравҫӑсем паянхи литература ҫинчен те сӑмах хускатрӗҫ, малашне те ҫакӑн пек поэзи уявӗсем ирттермелле пирки те асӑнса хӑварчӗҫ.
Литература пикникӗнче хӑнасем чейпе тата ытти пылак ҫимӗҫпе сӑйланчӗҫ. Юлашкинчен асӑнмалӑх пурте пӗрле сӑн ӳкерттерчӗҫ.