Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче ЧПГĂИ литература тĕпчевçисемпе Наци библиотеки ĕçченĕсем «Марфа Трубина: писатель, вĕрентÿçĕ» ятлă çавра сĕтел ирттерчĕç. Ăна çыравçă çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă.

Трубина Мархви (1888–1956) пултарулăхĕ чăваш литературинче хăйне уйрăм вырăн йышăнать. Поэт, прозаик, драматург пулнă вăл. Ытларах ача-пăча валли çырнисемпе палăрнă. Унăн хайлавĕсене паянхи шкул ачисем те кăсăкланса вулаççĕ. Ача чун-чĕрине, психологине лайăх ăнланнă çыравçă. Çакă вăл автор 47 çула яхăн вĕрентÿçĕ пулса ĕçленипе те çыхăннă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн 1949 ç. Трубина Ленин орденне илме тивĕç пулать, 1951 ç. ăна «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята параççĕ.

Çавра сĕтелре В.В. Никифорова, В.Г. Родионов, И.Ю. Кириллова, Н.Н. Осипов тĕпчевçĕсем; Юхма М., Л. Сачкова, У. Элмен, Н. Артемьева, С. Асамат çыравçăсем; Г.Л. Никифоров вĕрентекен тухса калаçрĕç. Тĕл пулăва Т.И. Семенова ертсе пычĕ. Пурте ун пултарулăхне пысăк хак пачĕç, чылай хайлавĕ хальхи ача-пăча çыравçисем валли тĕслĕх пулни, паянхи кун та пĕлтерĕшне çухатманни пирки калаçрĕç. Ялти шкула М.Д. Трубина ятне парас тата килĕнче музей йĕркелес ыйтусене çĕнĕрен çĕклемеллине палăртрĕç.