
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Елена Аксупин (Елена Геннадиевна Алексеевӑн) «Пилеш куҫҫулӗ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. «Пилеш куҫҫулӗ» хайлав пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Фёдорова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева. Кӗнекене вунтӑватӑ калав кӗнӗ.…