Written on Дек, 26, 2024
by admint
Раштавăн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнчи «Варкăш» литература клубĕнче кĕнеке тусĕсем Ольга Австрийскаян «Пĕррехинче кайăк-кĕшĕк картишĕнче…» çĕнĕ повесть-юмахне пахаларĕç. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Хайлаври ĕç-пуç Аристарх кил-йышĕнче пулса иртет, унпа вулакансене Амам ятлă йытă паллаштарать. Пĕррехинче çулла Аристарх çемийпе…
Written on Сен, 27, 2024
by admint
Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче çуллахи каникул хыççăн «Варкăш» литература клубĕ ĕçне малалла тăсрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Елена Аксупин «Пилеш куççулĕ» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, унта калавсем кĕнĕ. Автор уява Чĕмпĕр хулинчен килсе çитрĕ. Елена…
Written on Сен, 17, 2024
by admint
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Елена Аксупин (Елена Геннадиевна Алексеевӑн) «Пилеш куҫҫулӗ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. «Пилеш куҫҫулӗ» хайлав пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Фёдорова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева. Кӗнекене вунтӑватӑ калав кӗнӗ.…
Written on Май, 30, 2024
by admint
Çуркунне пĕтĕм çут тĕнче вăранать, йывăç-курăк чĕрĕлет. Этем чĕринче тĕлĕрекен-тĕлкĕшекен ĕмĕт-шанăç та çĕнĕрен йăл илет. Хĕвел хĕртсе пăхнă, тавралла кайăксем чĕвĕлтетнĕ чухне тунсăхлă çӳреме йывăртарах, кирлĕ те мар. Çу уйăхĕнчи çакăн пек илемлĕ кунсенчен пĕринче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем Чăваш Республикин Наци библиотекине…
Written on Май, 17, 2024
by admint
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Коллективлӑ сборнике пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Фёдорова, редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Унта сакӑр прозаикӑн калавӗсемпе повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсен…
Written on Апр, 18, 2024
by admint
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем «Сцена ҫинче те – пурнӑҫ» кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑнӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Галина Антонова, хуплашкине ӳкерекенӗ – Дмитрий Литаврин. Пьесӑсен пуххине Арсений Тарасовӑн «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей», Николай…
Written on Мар, 01, 2024
by admint
Кĕнеке пичетленсе тухни авторшăн кăна мар, вулаканшăн та – пысăк савăнăç. Çамрăк çыравçăн кăларăмĕ кун çути курни вара – пушшех те. Эппин, чăваш литератури аталанать-ха, сумлă писательсен ĕçне малалла тăсакансем пур. Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн тĕлпулăвĕнче шăпах…
Written on Фев, 27, 2024
by admint
Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клуба ҫӳрекенсем Нина Царыгинӑн «Ҫил-тӑманлӑ ӗмӗт» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Нина Царыгина «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗнче вӑй хурать. Унӑн хайлавӗсем «Кӗтмен юрату», «Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ.…
Written on Янв, 25, 2024
by admint
Çул хыççăн çул иртет, Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ вара уйăхсерен пĕр улшăнми хăйĕн ытамне чăвашла вулама юратакансене пуçтарать. Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăçалхи пĕрремĕш тĕлпулу иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Александр Трофимовăн «Тепре куриччен!» кăларăмне сӳтсе яврĕç. Вăл 2023 çулхи кĕркунне…
Written on Дек, 13, 2023
by admint
Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн Çĕнĕ çул умĕнхи тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Юрий Исаевăн «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кăларăмне пахалама пуçтарăнчĕç. Кăçал çулла Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăскер вулавăшсене çитнĕ ĕнтĕ, пĕрремĕш вулакансем унпа паллашма та ĕлкĕрнĕ.…