[Кейÿ, 1921 ç., чÿк – раштав]

«Канаш» хаçатăн тĕп редакторне

Юратнă юлташ редактор!

Çĕршывăм вилсе выртнă вăхăтра эпĕ аякра Украина улăхĕсем тăрăх çухалса сĕтĕрĕнсе çÿретĕп. Мĕн пур шухăшăм тăван çĕршывăм çинчен кăна, çак выç самана Асапĕ çĕршывăма сарлака çĕр пичĕ çинчен пĕтĕмпех шăлса çухатнă-ши, эпĕр – çĕршывран саланса пĕтнисем – ĕмĕрех çуралнă çĕршывсăр, хамăра çуратнă халăхсăр тăлăххăн тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çÿрĕпĕр-ши тесе шухăшлатăп кунĕн-çĕрĕн...

Анчах хăш чух хĕвеллĕ шанăçпала ăса улталас килет. Ун чух вара эпĕ шухăшлап: тен, пĕтмĕпĕр-и, тен, Асап иртĕ, каллех çĕршывăм чĕрĕлĕ, эпĕр те, сапăнса пĕтнĕ тăлăхсем, каллех савнă çĕршывăма пухăнса чăваш литературĕ чĕрĕлнине курăпăр, – тетĕп. Юратнă юлташăм, пур-ши эс, çук-ши эс? Тен, ăса улталан шухăшсемпе сан сăнна куç умне гăратрăм-и? Ах, пĕлесчĕ, сывă-ши «Канаш» е Асап аллинче вăл вилсе пĕтрĕ-ши? Пĕлесчĕ, пĕлесчĕ! çавăнпа çак çырăва çыратăп. Юлташăм, юратнă редактор, пур-ши эс, çук-ши эс – сывă-ши «Канаш»? Юлташăм, эс пур пулсан, калла хут ярччĕ.

Юратнă юлташăм, эс пур пулсан, çĕршывăм пĕтĕмпех пĕтмен-ха, çĕршывăм чĕрĕлĕ тесе калăттăм. Тен, чăнах та «Канаш» пурăнать-и? Апла пулсан пĕлтерĕр, кам-кам редакцинче. Ãçта ĕçлеççĕ Золотов Н[иколай], Ар[хип] Лукич? «Канаш» редакторĕ Милли тенине илтнĕччĕ. Юлташăм, пĕлтерĕр-ши эсĕр мана, пĕлтерместĕр пулсан та калла хут ярăр, çĕршывăм мĕнле?

Пĕтĕмпех вилсе выртать-и? «Канаша» кам вулать, кам çырать? Чăваш поэзийĕ мĕнле майпа çапăнчĕ? Юлташăм, пĕлтерĕр.

«Канаш» сывă пулсан, эпĕ те мĕнле те пулин çырса парăттăмччĕ ун ѕине.

Юратнă юлташăм, сире салам каласа, вилсе выртас çĕршывăма... пĕтĕм чунтан-вартан юратса юлатăп.

Çеçпĕл Мишши.

Другие письма

Библиография

Письма:

Тетюши, 16 июля 1920 г. "Друг дорогой, бесценный Паня!"

Киев, 30 октября 1921 г. "Дорогой друг Федя!"

Киев, 7 декабря 1921 г. "Дорогой Федя…"

Киев, декабрь 1921 г. – январь 1922 г. Отрывки

[Тетюши], 10 октября 1919 г. "Дорогой друг!"

[Тетюши], 27 окт[ября] 1919 г. "Анастасия Петровна!"

[Тетюши], 28 декабря 1919 г. "Дорогая Анастасия Петровна!"

[Тетюши], 2 февраля 1920 г. "Дорогая Нуся!"

Тетюши, 26 марта 1920 г. "!.."

[Чебоксары], 29 марта 1921 г. "Моя весенняя радость, Нуся моя, Моя желанная!"

[Чебоксары], 16 апреля 1921 г. "Дорогая Нуся!"

Н[ижний] Новгород, 15 мая 1921 г. "Дорогая Нуся!"

Неотосланное (1920-1921).