Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Белов Михаил (Белов Филипп Михайлович)
Белов Михаил (Белов Филипп Михайлович)
(1911-1982)

1911 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Аксу районне кĕрекен Чăваш Киремечĕ ятлă ялта çуралнă. Ача чухнех тăлăха юлнă. 1921 çулхи выçлăх вăхăтĕнче ăна Чистайри ачасен çуртне вырнаçтарнă, унта вăл вилĕмрен аран хăтăлса юлнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн виçĕ çул хушши Тутар Республикинчи Анат Саврăшри пуçламăш шкулта ачасене вĕрентсе пурăннă.

1930 çулта Шупашкара куçса килнĕ, типографире корректор пулса ĕçленĕ. 1932 çулта "Сунтал" журналăн 9-мĕш номерĕнче "Хĕрлĕ обоз" ятлă пысăках мар калавне пичетлесе кăларнă. Çакăн хыççăн "Хатĕр пул" журналта шкул ачисемпе пионерсем валли пĕчĕкçĕ калавсем пичетлеме тытăннă.

1933-1935 çулсенче Тăван çĕршыв чиккинче хуралта тăнă. Унтан таврăннă хыççăн чылай вăхăт хушши республикăри Халăх пултарулăх çуртĕнче ĕçленĕ: малтан методист, унтан директор пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фронтра çапăçнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн чылай вăхăт хушши Республикăри учительсен çурчĕн директорĕ тата Чистайри вырăс драма театрĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.

Вăл çырнисенчен "Вĕçкĕн Макçăм", "Çамрăксем", "Тупа", "Пурнăç пуçламăшĕ", "Çамрăк чĕресем", "Лекци хыçăн" пьесăсемпе драмăсене тата вырăсла çырнă "В зареве заката" повеçе палăртмалла.

Тутар çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă, вăл тутарларан Т. Гиззатăн "Хумсем", К. Тенчуринăн "Сенкер шаль", Ш. Камалăн "Çăхан йăви", М. Амирăн "Пурнăç юрри" драмисемпе Н. Исанбетăн "Зифа" ятлă пьесине куçарнă.

1941 çулта И. Тукташăн "Пурнăç пуçламăшĕ" калавĕ тăрăх музыкăллă драма çырнă, ăна К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш драма театрĕн сцени çинче лартнă.

Çирĕм ытла кĕнеке авторĕ. Тĕп кăларăмсем: "Аксусем", "Пирĕн ял ачи", "Çамрăк чĕресем", "Çапла пулнă", "Çул хыççăн çул", "Чечек çыххи", "В зареве заката", "После грозы", "Так было" т. ыт. те.

1982 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.