Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Воробьев Алексей Александрович
Воробьев Алексей Александрович
(1922-1976)

1922 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Вăрнар районне кĕрекен Мăн Явăш ялĕнче çуралнă. 1941 çулта вăл Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çулах ăна Канаш районĕнчи çĕрĕç пайне ĕçлеме янă, каярахпа Вăрнар районĕнчи МТСа куçарнă, унта вăл участок агрономĕ пулса ĕçленĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Сталинград патĕнче йывăр аманнă. Вăрçăри паттăрлăхшăн ăна виçĕ медальпе наградăланă. Вăрçăра аманса таврăннă хыççăн кăштах сывалса яла таврăнсан, малтан хăйсен ялĕнче колхоз агрономĕ, унтан колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн 1944 çулта Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотипе чысланă. 1945 çулта Йĕпреç районĕнчи МТС директорне лартнă. 1949 çулта А. Воробьева тĕрĕс мар айăласа 8 çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă. Верховнăй суд 5 çултан айăпсăррине палăртса ирĕке кăларнă.

1957 çултанпа Шупашкарта пурăннă. Тĕрлĕ вăхăтра вăл Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиовещанипе телевидени комитетĕнче ялхуçалăх передачисен редакторĕ пулса ĕçленĕ.

Чăваш литературине аталантарнă çĕрте нумай вăй хунăшăн 1972 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Çав çулах ăна Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине панă.

Çирĕме яхăн сăвăсемпе поэмăсен пуххисен авторĕ, вĕсем Чăваш кĕнеке издательствинче тата Мускаври издательствăсенче пичетленсе тухнă.

Тĕп кăларăмсем: "Йăмра", "Хирти калаçу", "Хиртех ман чун", "Юратнă сăнсем", "Хĕвел çаврăнăш", "Колодцы", "Зерно на ладони", "Красные колосья" т. ыт. те.

1976 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.