Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Грибанов Владимир Иванович
Грибанов Владимир Иванович
(1925-2005)

1925 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Оренбург облаçĕнчи Курман районне кĕрекен Андреевка салинче çуралнă. 1932-1942 çулсенче Краснодар крайĕнчи Абинск районĕнчи Холмск станицăри вăтам шкулта вĕреннĕ, унта вĕсем çемйипе куçса кайнă пулнă. Сăвăç мĕн пĕчĕкренех хресченĕн йывăр ĕçне кÿлĕннĕ – машина-трактор станцийĕнче ĕçленĕ, прицепщик пулнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн тракторист пулса ĕçленĕ.

1942 çулта Абинск районĕ нимĕçсен окупацине лекнĕ. Вара В. Грибанов "Буря" ятлă партизансен отрядне çырăнса, нимĕçсене хирĕç кĕрешнĕ. Кайран Хĕрлĕ Çар чаçĕсемпе пĕрле 2-мĕш Украина тата 3-мĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. Йывăр аманнă. Разведчиксен ротинчи бронетранспортер командирĕ Прагăна, унтан Берлина çитнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕпе, "Хăюлăхшăн", "Кавказа хÿтĕленĕшĕн", "Прагăна ирĕке кăларнăшăн" медальсемпе тата "Отечественнăй вăрçă партизанне" I степеньлĕ медалĕпе наградăланă.

1949 çултанпа Пăрачкав ялĕнче пурăннă. Пăрачкаври вăтам шкулта ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Шкулта ĕçленĕ вăхăтрах Мускаври ют çĕршыв чĕлхисен педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Çăвăçăн пĕрремĕш сăвви "Походная песня" ятпа 1943 çулта пичетленнĕ. Кун хыççăн хайлавĕсем тăтăшах республикăри тата тĕп хаçат-журналсенче пичетленнĕ. Унăн сăввисем вулакансене çĕршыв пуянлăхĕпе тата илемлĕхĕпе, совет салтакĕсемпе партизансен хăюллăхĕпе тата паттăрлăхĕпе паллаштараççĕ, Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратма чĕнеççĕ.

Мари, мордва, удмурт тата чăваш сăвăçисен хайлавĕсене вырăсла куçарнă.

Чăваш литературине аталантарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн 1974 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ шутланать.

Тĕп кăларăмсем: "Дерево любви", "Живет мечта", "Наперекор", "Поклон", "Пропуск в сердце", "Счастливый жребий" т. ыт. те.

2005 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пăрачкав ялĕнче вилнĕ.