Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Eвстафьев Николай Филиппович
Eвстафьев Николай Филиппович
(1918-1986)

1918 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Клевлĕ районне кĕрекен Йĕкер ялĕнче çуралнă. Вăл ача чухнех тăлăха тăрса юлнă, учительте ĕçленĕ аппăшĕпе пиччĕшĕсем патĕнче ÿснĕ, вĕсем пулăшнипех тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

1934-1938 çулсенче Похвиçнĕри ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн çара кайнă. 1939 çулта Халхин-Гол патĕнче, 1945 çулта Маньчжурире Япони самурайĕсене хирĕç çапăçнă. 1945 çулта кĕркунне демобилизаци йĕркипе киле таврăннă. Пĕр çул хушши районти хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ хыççăн 1947 çулта яланлăхах Шупашкара куçнă. Малтан "Советская Чувашия" хаçат редакцийĕнче, унтан "Молодой коммунист" хаçатпа "Ялав" журнал редакцийĕсенче ĕçленĕ.

Пирвайхи сăввисем 1934 çулта Вăтам Атăл крайĕнчи чăваш çыравçисем Самар хулинче кăларса тăнă "Вăтам Атăл" альманахра пичетленме пуçланă. Чăвашла тата вырăсла çырнă. Çав вăхăтрах чăваш çыравçисен хайлавĕсене вырăсла, вырăс çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Вĕсен шутĕнче К. Симонов, В. Маяковский, С. Михалков, Н. Хикмет т. ыт. те. Ачасем валли те сахал мар çырнă. Унăн чылай сăввисене композиторсем юрра хывнă. Çирĕм ытла сăвă кĕнекин авторĕ.

Ăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Тĕп кăларăмсем: "Вилĕмсĕррисенчен пĕри", "Хваттер уççи", "Мускав вăхăчĕпе", "Шинеллĕ хĕр", "Манăн тантăшсен савăнăçĕ", "Туссем тĕл пулаççĕ", "Наши Чебоксары", "На грани двух миров" т. ыт. те.

1986 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.