Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Медведев Алексей Фомич
Медведев Алексей Фомич
(1913-2001)

1913 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Етĕрне районне кĕрекен Урапакассинче çуралнă. Малтан Палтайри пуçламăш шкултан, 1930 çулта Етĕрнери колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Етĕрнери педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1931 çулта Горький хулине автозавод тунă çĕре кайнă. Çав çулах Вăтам Азие çитнĕ, малтан çĕр чавакан, статистик, техника контролерĕ, обойщик, повар пулса ĕçленĕ, каярахпа тĕрлĕ вăхăтра "Чăваш коммуни" хаçатăн репортерĕ, корреспонденчĕ, Кĕнеке палатин библиографĕ, "Тăван Атăл" альманах редакцийĕн секретарĕ, колхоз председателĕ, колхозри партком секретарĕ пулнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Воронеж, Кăнтăр-Хĕвеланăç, Брянск, 1-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1943 çулхи çурла уйăхĕнче Днепр урлă каçнă чухнехи чи йывăр çапăçусене хутшăннă. Фронтра паттăр та хăюллă пулнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕсемпе, "Берлина илнĕшĕн", "Прагăна ирĕке кăларнăшăн"тата ытти медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн колхоз председателĕнче ĕçленĕ.

Литература ĕçне вăл пысăк мар калавсемпе очерксем çырнипе тытăннă. Пирвайхи пысăках калавĕ ("Басмачсем") 1934 çулта "Сунтал" журналта пичетленнĕ. Вăл нумай повеçпе калав авторĕ. Ачасем валли çырас тĕлĕшпе те ĕçленĕ. Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Тĕп кăларăмсем: "Пирĕн отряд", "Улмуççисем çеçкене ларсан", "Урапа та пĕр йĕрпе чупмасть", "Ылтăн уй" т. ыт. те.

2001 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Урапакасси ялĕнче вилнĕ.