Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Тимбай (Тимофеев) Александр Вениаминович
Тимбай (Тимофеев) Александр Вениаминович
(1925-1999)

1925 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Тутар республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1943 çулхи кăрлач уйăхĕччен колхозра ĕçленĕ. 1943 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă, часах фронта лекнĕ. Медицина службин сержанчĕ пулнă. Йывăр çапăçусене хутшăннă, икĕ хутчен аманнă, сипленнĕ хыççăн каллех фронта кайнă. 1944 çулхи пуш уйăхĕнче Орша хулине ирĕке кăларнă чухне виççĕмĕш хут аманнă, нумай вăхăт хушши госпитальте выртнă. 1944 çулхи çурла уйăхĕнче киле инвалид пулса таврăннă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕсемпе, "Хăюлăхшăн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата ытти медальсемпе наградăланă.

Вăрçă чарăннă çул Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Шкулта вĕрентекен, Сĕнтĕрвăрри район хаçачĕн яваплă секретарĕ, 4-мĕш номерлĕ стройтрест хаçачĕн литература сотрудникĕ, "Хатĕр пул" (Çилçунат) журнал редакцийĕнче ĕçленĕ.

Малтанхи сăввисене вăрçă хирĕнче çырма пуçланă. Вĕсем 1946 çулта "Ялав" журналта пичетленсе тухнă. Çак вăхăтран сăвăçăн хайлавĕсем нумай сăвă пуххинче пичетленнĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Вăрçă сăввисем", "Вун ик асамçă", "Хумсем, хумсем...", "Вăтăр çич саспалли", "Ăмăрт кайăк йăви", "Ăнтăлу" т. ыт. те.

1999 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта вилнĕ.