Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Яндаш Александр (Исаак Никифорович Никифоров)
Яндаш Александр
(Исаак Никифорович Никифоров)
(1914-1972)

1914 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Вăрмар районне кĕрекен Пысăк Енкассинче çуралнă. Ялти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен, Улатăрти педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1934 çулта Вăрмар МТСĕн политпайĕ кăларса тăракан хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ, каярахпа районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцине куçнă. 1938 çулта çартан таврăнсан, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлеме тытăннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтра пулнă, ахаль салтакран пуçласа офицера çити ÿснĕ: малтан рота комиссарĕ, кайран батальон командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ, пĕр вăхăт çарти тата дивизири хаçатсен редакцийĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.

Вăрçă хыççăн Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература редакторĕ пулса ĕçленĕ, Горький хулинчи парти шкулĕнче вĕреннĕ, "Коммунизм ялавĕ" хаçат редакцийĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ тата Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ пулнă. 1955 çулта КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи Партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Чылай çул хушши Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕрентекен пулса ĕçленĕ.

Проза тата публицистика хайлавĕсем çырас тĕлĕшпе паллă. "Тăван çĕршĕн" ятлă малтанхи очеркĕ 1945 çулта "Чăваш коммуни" хаçатра пичетленнĕ. Ку хайлавра совет салтакĕсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрла ĕçĕсем çинчен каласа кăтартнă.

Г. Николаеван "Ĕç çинче" романне, А. Куприн калавĕсене, М. Шолоховăн "Уçнă çерем" романĕн сыпăкĕсене куçарнă.

Тĕп кăларăмсем: "Паянхи сăнсем", "Пурнăç илемĕ", "Салтак чĕри", "Шанчăклă çул", "Вăрçă калавĕсем" т. ыт. те.

1972 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.