Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Алга (Бачков) Александр Eгорович
Алга (Бачков) Александр Eгорович
(1913-1977)

1913 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Ашшĕнчен пĕчĕклех тăлăха юлнă, 1922 çултанпа ÿссе çитиччен Хусанти ачасен çуртĕнче пурăннă. Çавăнтах пуçламăшпе вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Хусанти педагогика техникумĕнче ăс пухнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн чылай çул хушши Чăваш Республикинчи пуçламăш тата вăтам шкулсенче ачасене чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи вĕрентсе пурăннă. 1938 çулта Шупашкарти педагогика институтне пĕтернĕ, вара çулталăк хушши Етĕрнери педагогика училищинче литература преподавателĕ пулса ĕçленĕ.

1939 çулта çара илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кунранпах вăл фронтра пулнă. Польшăпа Германи çĕрĕсем çинче çапăçнă, тăватă хутчен аманнă. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе икĕ хутчен, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕcемпе тата темиçе медальпе наградăланă.

Паллă сăвăç, прозаик, куçаруçă. Литература ĕçне çамрăклах тытăннă. Унăн пĕрремĕш сăввисем 1931 çулта "Утăм" альманахра пичетленнĕ. 1935-1936 çулсенче "Шыв арманĕ" легенда çырнă.

Вăрçăн чи йывăр çулĕсенче çырнă сăввисемпе поэмисенче вăл совет çыннисене яланхи пекех паттăр пулма, тăшмана хирĕç хăюллăн тăма, Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратма чĕннĕ. Çав вăхăтри хайлавĕсем хушшинче "Асил-ха, юлташăм!", "Аманнисене курсан", "Тăван тантăш тăпри çинче", "Хăюлăх", "Шухăшласан", "Ырă ят", "Атăл каччи", "Днепр", "Одер çинчи çапăçу", "Дунай хумĕсем" ятлă сăввисемпе поэмисем уйрăмах паллă. Вăрçă вăхăтĕнче "Тăватă çулталăк" ятлă сăвăсен кĕнекине хатĕрленĕ. Кунта вăрçăн тĕрлĕ тапхăрĕсене сăнласа кăтартнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче "Ялав" журнал редакторĕ пулнă, республикăри çыравçăсен организацине ертсе пынă, Шупашкар хула Совечĕн тата Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă.

Чăваш литературине аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн вăтăр ытла кĕнеке авторне "Чăваш халăх поэчĕ" хисеплĕ ят панă (1970), "Хисеп палли" тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă.

Тĕп кăларăмсем: "Хамăръялсем", "Çулăм витĕр çул выртать", "Хурама та хурăн", "Пирĕн кунсем", "Сăввăмçăм – сăввăм", "Ытарайми тăван тавралăх", "Хĕçпе çурла", "Пурнăçпа вилĕм" т. ыт. те.

1977 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.