Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне М.В. Игнатьев кандидатурине президент пулма сӗннипе ҫирӗплетнӗ. 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Патшалӑх ҫурчӗн Пысӑк залӗнче Михаил Васильевич Игнатьев савӑнӑҫлӑ церемонинче ҫӗнӗ Президент должноҫне кӗнӗ. 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мешӗнчен М. В. Игнатьев – Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ. 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче, Михаил Игнатьев, суйлавҫӑсен 362301 сассине пухса (65,54%), Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне иккӗмӗш хут суйланнӑ. 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑннӑ.

Енькка, Е. [Михаил Васильевич Игнатьев] // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2011. – С. 26.