Чӑваш ҫӗрӗсен тӗп пайӗ Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче – Сӑр тата Сӗве шывӗсем хушшинче вырнаҫнӑ. Ҫакӑ ахальтен мар: чӑваш мӗн ӗлӗкрен хӑйӗн ялӗсене пысӑк тата пӗчӗк шывсем хӗррине лартнӑ. Ҫапла тума ӑна пурнӑҫ хӑй хистенӗ: шыв тӑшмансенчен те хӳтӗлет, хуҫалӑхра та унсӑр май ҫук.
Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсем тӗлӗшӗнчен республика ытлашши пуянах мар. Акшар чулӗпе, гипспа, тӑмпа, хӑйӑрпа строительство материалӗ (бетон, кирпӗч) тунӑ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ. Торф, ҫунакан сланец тата сапропель топливо вырӑнне юрӑхлӑ. Ҫӗр айӗнче минераллӑ шывсем пур, вӗсемпе медицинӑра усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Республики океансемпе тинӗссенчен аякра, материк варринерех вырнаҫнӑ пирки кунти ҫанталӑк хӑвӑрт улшӑнмасть.
Ҫулталӑкӑн пур вӑхӑчӗ те пулать: хӗлле, ҫуркунне, ҫулла, кӗркунне. Хӗллехи вӑтам температура 12-13° сивӗ, ҫуллахи – 16-19° ӑшӑ. Ҫилсем ытларах анӑҫран вӗреҫҫӗ. Чӑвашсем мӗн авалтан шыв тата ҫил вӑйӗпе армансем лартса усӑ курнӑ.
Чӑваш ҫӗрӗ-шывӗ пысӑк лаптӑк йышӑнмасть пулин те, вӑл тӗрлӗ ӳсен-тӑранпа пуян. Пирӗн мӑн асаттесем куҫса киличчен кунти ҫӗрсене пӗтӗмпех чӑтлӑх вӑрмансем хупласа тӑнӑ. Халӗ вӗсем сахалланса юлнӑ, ытларах Сӑр тӑрӑхӗнче ӳсеҫҫӗ. Вӑрмансенче 70 тӗрлӗ йывӑҫпа тӗм тӗл пулать. Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле районӗсенче ӑвӑс, хурӑн вӑрманӗсем, хутӑш вӑрмансем ытларах ӳсеҫҫӗ. Хырпа чӑрӑш кӑнтӑрти районсенчи хӑйӑрлӑ ҫӗрсене килӗште-реҫҫӗ.
Чӑваш енӗн мӑнаҫлӑхӗ – юман. Авал пирӗн тӑрӑхра ҫак йывӑҫ йышлӑ ӳснӗ. I Петӗр патша чӑваш юманӗсенчен карапсем тутарнӑ. Халӑх юманпа пӳрт-ҫурт, хуралтӑ ҫавӑрнӑ ҫӗрте усӑ курнӑ. Анчах ку йывӑҫ хӑвӑрт ӳсмест. Юман пӗтсе пыни вӑрман ӗҫӗнче ӗҫлекенсене пӑшӑрхантарнӑ, вӗсем ӑна ӳстерме тытӑннӑ. Ку енӗпе Бронислав Ильич Гузовский лесничий уйрӑмах нумай ӗҫленӗ. Вӑл тӑрӑшнипе 1200 гектар юман лартса хӑварнӑ. Халӗ республикӑра ҫулсерен 600-шер гектар йывӑҫ лартаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Ильинка ялӗнчен инҫех те мар чӗрӗ ҫут ҫанталӑкӑн палӑкӗ – чи ватӑ юман ӳсет. 2014 ҫулта палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 363 ҫул ӳснӗ. Юман 24 метр ҫӳллӗш, диаметрӗ 182 сантиметрпа, ытамӗ 570 сантиметрпа танлашать.
Пирӗн вӑрмансенче ҫырла-кӑмпа тем чухлех: хӑмла ҫырли, шур ҫырли, кӗтмел, палан, хурӑн ҫырли, шӑлан, пилеш, хурлӑхан, шур кӑмпа, кӑрӑҫ, уплюнкка, масла кӑмпа тата ытти те.
Енькка, Е. Чӑваш Ен ҫут ҫанталӑкӗ // Енькка, Е. Тӑван ен : [вӗренӳ пособийӗ] : 5-мӗш кл. валли / Елена Енькка ; [Р. И. Крысина куҫарнӑ]. – Шупашкар, 2011. – С. 28-32.