Чăваш музыка культурин паллă ĕçченне, композиторне тата музыка педагогне Анатолий Михайлова халалласа республикӑри 1-мӗш «Михайлов вулавӗсем» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Фоторепортаж

Официальный сайт МБУ ДО «Детская школа искусств им. А.М. Михайлова» пос. Опытный Цивильского района Чувашской Республики

Форума хутшӑнакансене Çĕрпÿ районĕнчи А.М. Михайлов ячӗпе хисепленсе тӑракан ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӗçлекен педагогсем тарваватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Конференци Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн, А.М. Михайлов ячӗпе хисепленсе тӑракан ача-пӑча ӳнер шкулӗн, Чӑваш наци конгресӗн, Чӑваш Республикин композиторӗсен Ассоциацийӗн, республикăри «Трактор тăвакансен керменĕ» Халăх пултарулăх çурчĕн, Чӑваш наци библиотекин пуçарăвӗпе тата пулăшăвӗпе йӗркеленнӗ. Мероприяти Чӑваш наци конгресӗ пуҫарса янӑ «Чӑваш Ен пултаруллӑ ҫыннисем» проектпа килӗшӳллӗн иртрӗ.

Анатолий Михайлов ячӗпе йӗркеленӗ вулава ирттерме Ҫӗрпӳ районне ахаль суйламан. Шӑпах ҫак тӑрӑхра Старосёлка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ вӑл. Хӑй вăхӑтӗнче Чӑваш Республикин Халӑх ҫурчӗн ертӳҫинче тӑрашнӑ, Чӑваш Республикин композиторӗсен Ассоциацине пултаруллă ертсе пынӑ.

Тӗлпулӑва вулавӑн модераторӗ – педагогика ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ, Великобританири тата Çурçĕр Ирландири Пĕлӱлĕх Академийĕн член-корреспонденчĕ Галина Алжейкина ертсе пычӗ. Анатолий Михайлов ячӗпе йӗркеленӗ вулава ирттерме республикӑри паллӑ культура, ӑслӑлӑх, вӗрентӳ ӗҫченӗсем, обществӑлла организацисен тата массӑллӑ ӗҫ хатӗрӗсен элчисем, учительсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.

«Михайлов вулавӗсем» пӗлтерӗшӗ пысăкки каламасăрах паллă. Мероприяти питӗ тухӑҫлӑ иртрӗ: палӑртнӑ темӑсем анлӑ пулчĕç. Пӗтӗмпе 30 ытла докладпа паллаштарчӗҫ. Пӗрремӗш уйрӑмӗнче докладсем вуласа пачӗҫ, вӗсене пӗрле сӳтсе яврӗҫ. Иккӗмӗш уйрӑмӗнче — виҫӗ секци ӗслерӗ. Калаҫакансем йышлӑ пулчӗҫ: Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн специалисчӗ, А.М. Михайлов ячӗпе хисепленекен ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ Лариса Федорова, Чӑваш Республикинчи композиторсен Ассоциацийĕн президенчӗ Николай Зимин, Ҫӗрпӳ шкулӗн ертӳҫи Галина Фадеева, Ҫӗрпӳри историпе краеведени музейӗн ертӳҫи Елена Федорова, Ҫӗрпӳри ӳнер шкулӗн директорӗ Луиза Петрова тата ыттисем те.

Тӗп темӑсем «Республикӑри вӗрентӳ тытӑмӗн ӗҫӗ-хӗлӗн кӑтартӑвӗсем», Чӑваш культурипе искусствин аталанӑвӗ», «Ҫӗрпӳ районӗн паллӑ ҫыннисем» тата ыттисем пулӗҫ.

Чӑваш Республикин Ассоциациӗн президенчӗ Николай Зимин çак пултарулăх пĕрлешĕвĕ Анатолий Михайлов ертсе пынипе культурăпа искусство анинче тĕрлĕ ĕçсем туни çинчен каласа пачĕ. Ассоциаци пайташĕем уйрăмах аслă Иван Яковлевич Яковлев вĕренекенĕсем Федор Павлов, Степан Максимов пил панă йăлисене малалла пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ, юрă-кĕвĕ çыракан авторсен, халăх хорĕсен, музыкçăсен пултарулăхне аталантарма пулăшаççĕ.

Чӑваш наци библиотекин вулавӑшӗн тӗп специалисчӗ, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи, Вера Архипова итлекенсене наци библиотекинче йӗркеленнӗ «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе тата культура комитечĕ йӗркелесе янӑ «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проект ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Наци библиотекин «Чӑваш музыки» электронлӑ нота коллекцийӗпе паллаштарчӗ. Виртуаллӑ куравра Анатолий Михайловӑн авторла сборникӗсене, нота изданийӗсене пӗтӗмпех кӗртнӗ. Композитор пултаруллӑхӗнче юрӑ жанрӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Вăл 700 яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ, вӗсем авторăн вунӑ кӗнекинче пичетленнӗ. Композиторăн вӗрсе каламалли инструменсен оркестрӗ валли, фортепианапа тата сӗрме купӑспа каламалли хайлавсем те пур.

Тӗлпулура ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗ, «Телей» халӑх фольклор ушканӗн ертӳҫи Наталья Арсентьева пулчӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсемпе паллаштарчӗ. Ҫак йышра: сӑвӑҫӑ, публицист Альберт Канаш; Юрий Зайцев, Анатолий Рыбкин, Николай Овчинников ӳнерҫӗсем; чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, энтограф Николай Золотницкий, Анатолий Михайлов, Аристарх Орлов-Шуçăм, Александр Сергеев композиторсем тата ыттисем те. Наталья Витальевна юрӑҫ тата чӑваш халӑх юррисене пухаканӗ Ираида Вдовина пултарулӑхӗ ҫинчен те тӗплӗн каласа пачӗ.

Конференцире ҫавӑн пекех икӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ — Н.А. Зиминӑн «Жизнь – в музыке» тата Г.А. Алжейкинан монографийӗ «Историко-педагогические аспекты обучения специалистов социокультурной сферы и искусств в Чувашии в ХХ веке и на рубеже веков» (2018).

Республикӑри «Михайлов вулавӗсем» наукӑпа практика конференцине малалла та ирттересси çирӗп йăлана кӗрессе шанса тӑрас килет.

Пресса:

Архипова, Вера. Михайлов вулавӗсем [Чӑваш музыка культурин паллӑ ӗҫченне, композитора тата педагога Анатолий Михайлова халалласа «Михайлов вулавсем» наукӑпа практика конференцийӗ иртни ҫинчен] / Вера Архипова // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2018. — 29 ҫу/май (№ 3). — С. 5.

Вера Архипова