Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, И.Я. Яковлев, Ф. Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ Валери Туркай «Чӗрене юратма чараймастӑн» сӑвӑсен пуххипе паллаштарӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене авторӑн 2013-2018 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Уявра вулакансен Валери Туркайӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашма, сӑвӑҫпа куҫа-куҫӑн калаҫма, унӑн сӑввисене итлесе киленме май пулӗ.

Уяв «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурс тапхӑрӗнче иртет. Кӗнеке хӑтлавӗ библиотекӑн акт залӗнче (119-мӗш пӳлӗмре) 14.00 сехетре пуҫланать.

Чӑваш литературипе кӑсӑкланакансене тӗл пулӑва хутшӑнма йыхравлатпӑр!

 

Ольга Тимофеева хатӗрленӗ.