Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вулакансене «Чӗрене юратма чараймастӑн» кӗнекипе паллаштарчӗ. Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑри «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурс тапхӑрӗнче иртекен пысӑк пӗлтерӗшлӗ те асра юлакан пулӑмсенчен пӗри пулса тӑчӗ. 

Уява ҫыравҫӑсем, патшалӑх тата общество ӗҫченӗсем, студентсемпе шкул ачисем, вӗрентекенсем, журналистсем хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ ятпа тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенчен (Беларуҫ Республикинчен, Чечняран, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Питӗр хулинчен, Тутар Республикинчен т.ыт.те) янӑ ӑшӑ саламсем янӑрарӗҫ.

Хӑтлава хутшӑнакансем Валери Туркайӑн черетлӗ кӗнекине ырласа йышӑнчӗҫ, унӑн пултарулӑхне пысӑк хак пачӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗн ялхуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Шадриков автора «чӑваш халӑхӗн чи чаплӑ сӑвӑҫи, юрӑҫи, халӑха вӑратакан, шухӑшлама вӗрентекен поэт» тесе хакларӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов поэт пултарулӑхне хӑйне евӗрлӗ тесе палӑртрӗ, ӑна шалкӑм ҫумӑрпа танлаштарчӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Василий Пушкин поэтӑн куҫару ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрчӗ, чӑваш литературинче урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫыравҫӑсене Валери Туркай пек хастар куҫаракан хальлӗхе никамах та ҫуккине пӗлтерчӗ. Патшалӑх тата общество деятелӗ Петр Ивантаев, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Владимир Краснов, Раиса Сарпи сӑвӑҫ, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Кириллов тата ытти хӑнасем Валерий Владимировича ӑшӑ сӑмахсем каласа хавхалантарчӗҫ, пысӑк ҫитӗнӳсем тума, вулакана  ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ кӗнекесемпе савӑнтарма ҫирӗп вӑй-хал сунчӗҫ.

Уявра Вӑрнар районӗнчи Калининӑри вӑтам шкул директорӗ Татьяна Ефимова ертсе килнӗ ачасем Валери Туркай сӑввисене чуна пӑлхантарса ямалла пӑхмасӑр каларӗҫ, «Янтал» фольклор ансамблӗ (пултарулӑх ертӳҫи Людмила Петухова) хӑнасене чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарчӗ.

Мероприяти тӑршшӗпех залра «Валери Туркай: поэт, куҫаруҫӑ…» кӗнеке куравӗ ӗҫлерӗ.

Фестиваль-конкурс тапхӑрӗнче иртекен уявсем малалла пыраҫҫӗ. Наци библиотекинче ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫемен Элкер ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗрремӗш чӑваш грамматики пичетленсе тухнӑранпа 250 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртӗҫ. Тӗплӗнрех