Ҫӗртме уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче Шупашкар хулинче Раҫҫейӗн нумай нациллӗ поэзийӗн пӗтӗм Раҫҫейри «Атӑл Асамачӗ» II-мӗш фестивалӗ иртӗ. Ӑна наци ӗҫӗсен Федераллӑ агентстви, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Чӑваш Республикин наци библиотеки йӗркелет.

Унӑн тӗллевӗ – Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен наци культурине сыхласа хӑварасси, нацисен хутшӑнӑвне  ҫирӗплетесси.

Йӗркелӳҫӗсем пуян та кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ: тӗлпулусем, кӗнеке хӑтлавӗсем, перфоманссем, кӗнеке куравӗҫем, куҫару енӗпе иртекен ӑсталӑх лаҫҫисем т.ыт.те. Фестивале хутшӑнма ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен паллӑ сӑвӑҫсем килсе ҫитӗҫ: Пушкӑрт, Коми, Мари Эл, Тутар, Кабардин-Балкар, Мордва, Чечен республикисенчен, Мускав облаҫӗнчен, Аҫтӑрхан, Мускав, Тольятти хулисенчен.

Фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хаваслӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ, ун хыҫҫӑнах хӑнасем «Юлташсемпе пӗрле» поэзи перфомансӗнче хутшӑнса куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.

Ҫак кунах Мускаври «СТиХИ» издательство тата Тольяттири «Графит» литература альманахне кӑларакансем хӑйсен ӗҫӗсене пахалӗҫ; пушкӑрт сӑвӑҫи, куҫаруҫӑ, ҫыравҫӑ-сатирик Марсель Салимов поэзие кӑмӑллакансене хӑйӗн пултарулӑх тӗнчине илсе ҫитерӗ; Мускав сӑвӑҫи, куҫаруҫӑ, бард Юрий Москалев вара «Стихи о счастье» поэзи антологийӗпе паллаштарӗ.

Уҫӑ микрофон майӗпе иртекен литература каҫне Раҫҫейри Пушкин кунне тата Вырӑс чӗлхи кунне халалланӑ, ку лапамра кашниех паллӑ вырӑс поэчӗн сӑввисене е ӑна халалланӑ хайлавсене кирек мӗнле чӗлхепе те каласа пама пултарӗ. Кунтах А.С. Пушкин хайлавӗсем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсемпе романссем янӑрӗҫ.

Фестивалӗн тӗп лапамӗсенчен пӗри вӑл – пулас тата профессионал куҫаракансем валли йӗркеленӗ «Наци литератури вырӑсла» ҫавра сӗтел. Экспертсем шутӗнче Ирина Алексеева, А.И. Герцен ячӗллӗ Раҫҫей патшалӑх педагогика университечӗ ҫумӗнчи Санкт-Петербургри куҫарун аслӑ шкулӗн директорӗ, тата Альбина Бояркина, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент пулӗҫ. Вӗсем ертсе пынипе ҫӗртмен 7-мӗшӗнче поэзи куҫарӑвӗпе хӑйне евӗрлӗ вӗренӳ практики пулӗ, хутшӑнакансем Геннадий Айхи тата Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене чӑвашларан вырӑсла куҫарса пӑхӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ скверта «Кӑвар чӗрем – пин ҫын чӗри» ятпа уяв иртӗ. Ҫыравҫӑсем, хӑнасем, общество тата патшалӑх деятелӗсем, республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсем, ҫамрӑксем мухтавлӑ поэтӑмӑрӑн сӑввисене тӗрлӗ чӗлхепе шӑрантарӗҫ, паллӑ артистсем поэтпа Анастасия Червякова пӗр-пӗрин патне ҫӳретнӗ ҫырусем тӑрӑх хатӗрленӗ  инсценировкӑпа савӑнтарӗҫ.

Фестиваль Атӑл ҫыранӗнчи «#ПоэзияНаВолге» музыкӑпа поэзи каҫӗпе вӗҫленӗ: Шупашкарти ҫамрӑк сӑвӑҫсем поэзи хирӗнче «тупӑшӗҫ».