Категория: Хыпарсем
Апр
21

Библиокаҫ 2017

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотеки пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртекен «Библиокаҫ-2017» акцине хутшӑнма йыхӑрать. Уява йӗркелекенсем хальхинче «ГТО» темине суйласа илчӗҫ, девизӗ — «Чи кирли – пултарулӑх тӑрӑмӗ». Библиокаҫ программи «Библиокаҫ: ГТО» — интеллектуаллӑ канупа вӑйӑ азарчӗн, пултарулӑх хастарлӑхӗпе ӑмӑрту хавалӗн тӗлӗнмелле пӗрлӗхӗ.…

Апр
18

«Эп Улӑп йӑхӗнчен пил илнӗ…»

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург тата журналист Марина Карягина Чӑваш Республикин наци библиотекине литература тӗпелне йыхравлать. Хальхинче вӑл вулакансене тӳрех икӗ ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарӗ. Пултаруллӑ драматург ҫырнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» сӑвӑлла трагедине 2010 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ…

Апр
17

Чӑваш кӗнеки фестивальне хутшӑнма йыхравлатпӑр

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш кӗнеки фестивалӗ иртӗ. Уявӑн программи ҫав тери пуян та кӑсӑклӑ. Чи хумхануллӑ та кӗтнӗ самант, паллах, республикӑри «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслани пулӗ. 2016 ҫулта кун…

Апр
3

Владислав Николаевӑн «Дипломлӑ тихи»

Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче пирӗн тӑрӑхри паллӑ журналист, ҫыравҫӑ Владислав Николаев «Дипломлӑ тиха: юптарусем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекипе паллаштарӗ. Кӗнекери юптарусем ҫынсен тӳнтер енӗсене (чеелӗх, мӑнкӑмӑллӑх, ҫӑткӑнлӑх, наянлӑх, каппайчӑклӑх) кӑтартса параҫҫӗ, обществӑн ҫитменлӗхӗсене ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Айван ӑслӑ е чее сӑнарсем урлӑ…

Мар
23

«Чӑваш Ен литератури: 2016 ҫулхи чи лайӑх вулакан кӗнеке» конкурс

Республикӑра «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурс пырать. Вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласах кашни ҫулах иртет. Ӑна Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – Чӑваш Енри кӗнеке кӑларас…

Мар
22

Ҫыравҫӑсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче Чăваш профессионал писательсен союзĕн çулталăкри пĕтĕмлетӳллĕ ларăвĕ иртрӗ. Ларӑва правлени председателĕ Геннадий Максимов ертсе пычӗ. Пухӑннисем кун йӗркипе килӗшӳллӗн тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусем пӑхса тухрӗҫ, вӗсен шутӗнче: паянхи проза, поэзи, публицистика, ача-пăча литератури еплерех аталанни; союзӑн секцийӗсем…

Мар
17

Чӑваш литературинчи анне сӑнарӗ

Пӗртен-пӗр сап-сарӑ хӗвел тӳпере, Пӗртен-пӗр юратнӑ анне чӗрере. Этемшӗн хӗвелсӗр ҫут кун пулас ҫук, Анне пулмасан маншӑн пурнӑҫ та ҫук… Юхма Мишши Пуш уйӑхӗн 16-мӗшенче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Чӑваш литературинчи анне сӑнарӗ» темӑпа уҫӑ лекци иртрӗ. Ӑна Чӑваш енри Ашшӗпе Амӑш ҫулталӑкне…

Мар
16

Шупашкарта «Петӗр Хусанкайӑн пултарулӑх эткерӗ» конференцийӗ иртрӗ

2017 ҫула Петӗр Хусанкай ҫулталӑкӗ тесе хаклама та пулать: кӑҫал литература обществи аслӑ поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине анлӑ паллӑ тӑвать. Чӑваш Республикинчи культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче чӑваш халӑх поэтне, Чӑваш АССРӗн К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх преми лауреатне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомол премийӗн…

Мар
16

Юхма Мишшин пултарулӑхне халалланӑ литературӑпа музыка каҫӗ «Чӑваш юрри, санпа эп мухтанатӑп…»

Нумаях пулмасть Чӑваш наци библиотекин «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫин Юхма Мишшин пултарулӑхне халалланӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртрӗ. Фоторепортаж Чӑваш наци конгресӗн официаллӑ сайче Чӑваш обществӑлла культура центрӗн официаллӑ сайчӗ  Тухса калаҫакансем те сахал мар пулчӗҫ, кашниех ӑшӑ саламӗсенче Михаил Николаевича ҫирӗп…

Мар
15

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2017

Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх…