Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Ильбек Мигулай
Ильбек Мигулай
(Ильбеков Николай Филиппович)
(1915-1981)

1915 çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шăмăршă районне кĕрекен Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Малтан хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкулта, унтан Тутар Республикин Пăва районĕнчи Хурăнвар ялĕнче икĕ класлă шкулта вĕреннĕ. 1931 çулта Патăръелĕнчи педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă, икĕ çул хушши Васанти тулли мар вăтам шкулта ĕçленĕ. 1932-1934 çулсенче Шупашкарти педагогика институчĕн чĕлхепе литература факультетĕнче вĕреннĕ. Унтан пичет ĕçне куçнă: виçĕ çул хушши Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиоинформаци комитетĕнче литературăпа драма передачисен редакторĕ пулнă. 1937-1948 çулсенче çарта хĕсметре тăнă. Малтан вăл кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ, кайран темиçе çул хушши полкри комсомол комитечĕн секретарĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче малтан пулемет взвочĕн командирĕ, каярахпа дивизион комиссарĕ тата дивизире тухса тăнă хаçат редакторĕ пулнă. Çак ĕçе вăл вăрçă вăхăтĕнче те, вăрçă хыççăн та темиçе çул хушши туса пынă.

Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланă.

1948-1958 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература редакторĕнче ĕçленĕ. 1958-1963 çулсенче Чăваш çыравçисен Союзĕн правленийĕн яваплă секретарĕ пулнă.

Проза, илемлĕ очерк жанрĕсемпе тата вырăсларан куçарас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Çыравçă пуринчен ытла çынсен кун-çулне сăнласа кăтартнипе палăрса тăрать. Хайлавĕсенчи геройĕсем пĕр шухăшпа – çĕр çинче мирлĕ те телейлĕ пурнăç тăвас ĕмĕтпе хавхаланса пурăнаççĕ. "Эпир – совет салтакĕсем" тата "Тăватă кун" кĕнекесенче пирĕн ума Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕршывăн чысĕпе мухтавĕшĕн ирсĕр те хаяр тăшмана хирĕç хăйсен пурнăçне шеллемесĕр кĕрешнĕ паттăрсем яр-уççăн тухса тăраççĕ.

Çыравçă пултарулăхĕшĕн уйрăмах паллă хайлав вăл – "Хура çăкăр" роман.

Вырăсларан В. Каверинăн "Икĕ капитан" романне, Н. Гоголĕн "Вилнĕ чунсем" поэмин сыпăкĕсене, Ю. Сотникăн "Тĕлĕнмелле кайăк" повеçне, В. Некрасовăн "Сталинград окопĕсенче" повеçне, И. Вазовăн "Пусмăрта" романне тата А. Чехов, И. Франко, М. Горький калавĕсене куçарнă.

Чăваш литературине аталантарас тĕлĕшпе пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă, "Чăваш АССР халăх çыравçи" хисеплĕ ята панă.

Тĕп кăларăмсем: "Вăрçăпа çĕнтерÿ", "Суйласа илнисем", "Тимĕр", "Хура çăкăр", "Эпир – совет салтакĕсем", "Черный хлеб" т. ыт. те.

1981 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.